Тусĕсем патне те самолетпа вĕçет
Ирхине Нью-Йоркра вăл, каçхине — Мускавра, тепĕр кун ирхине — Стамбулта... Чăматанĕнче — шыва кĕмелли тумпа юнашарах хулăн кĕрĕк, сунчăк çумĕнчех çăм çĕлĕк... Сăмахăм Шупашкарта çуралса ÿснĕ, сакăр çул каялла бортпроводникре ĕçлеме пуçланă чăваш каччи çинчен. Хушаматне пăхсан пĕрре те чăваш пек туйăн-масть пулин те çак халăх ывăлĕн ачи пулнипе мăнаçланать 26-ри Кирилл Швимерт.
Пассажирĕсен йышĕнче — çăлтăрсем
Самолета вăл шкула кайичченех ларса курнă. Шăпах çавăн чухне унăн пуçĕнче çирĕп тĕллев тĕвĕленнĕ, ÿссен самолет çинче ĕçлетĕпех. Çавăнпа 9-мĕш класс пĕтерсенех çывăх тăванĕсене те систермесĕр Мускава тухса кайнă. Унтанпа тÿпере 5 пин сехет яхăн вĕçнĕ Кирилл хăйĕн пассажирĕсен йышĕнче Раççейри, ют çĕршыври паллă юрăçсемпе спортсменсене, политиксене сахал мар курнă. Унăн пассажирĕсен йышĕнче Дима Билан, Александр Градский, Федор Бондарчук, Лолита Милявская тата ытти çăлтăр пулнă.
Пулать вĕт, пĕррехинче ăна Ĕпхÿ хĕрĕ килĕштернĕ, самолетран ансанах соцсетьре шыраса тупнă. Чăваш каччи кĕçех юратуллă çыру илнĕ, «Эпĕ сана чунран килĕштертĕм. Паян тесен паянах качча тухма хирĕç мар. Килсе илсе кай мана». Бортпроводниксене çавăн пекех сăмахпа, çырупа тав тăвакан та, пĕрле сăн ÿкерĕнме ыйтакан та йышлă-мĕн. Парнепе тĕлĕнтерекенсем те тупăнаççĕ иккен. Кирила пĕр чех арçынни чи чаплă айфон тыттарнă. Мĕншĕн тетĕр-и? Чей-кофе, апат-çимĕç илсе килсе панăшăн, йăл кулса калаçнăшăн. Çавă çеç. Ют çĕршыв çыннисем ырă кăмăллă пулĕ-ха, анчах, «Раççей пассажирĕсем — чи путсĕррисем», — палăртаççĕ стюардессăсем интервьюсенче. Çак сăмахсемпе Кирилл килĕшет. «Урăх нимĕнле çĕршыв гражданинĕсем те самолетра сысналла нăриклетме пуçличчен эрех-сăра ĕçмеççĕ. Аллине ирĕке яракан, çапăçакан, кăшкăрашакан пассажирсене вырăна çитмесĕрех ют аэропорта анса полици ĕçченĕсене парса хăварма тивет. Çакна пула ыттисем пăлханмасăр вĕçеймеççĕ, авиакомпани пысăк тăкак тÿсет. Юрать, пире ытлашши пуçтахланакансене çыхса пăрахма ирĕк пачĕç», — каласа кăтартрĕ Кирилл. Чи ырă кăмăллисем вара Китай çыннисем иккен. Вĕсем, «Эй, кил-ха кунта», — теме хăймаççĕ, яланах хисеплесе ăшшăн калаçаççĕ-мĕн.
Пилот та пулма тивет
Бортпроводникăн асра юлмалли самант чылай ĕнтĕ. Пĕррехинче, 2010 çулта, самолет Мускавран Нью-Йорка вĕçнĕ. Хускалнă вăхăтра авиалайнерта 340 пассажир пулнă. Океан çийĕн иртнĕ чухне хĕрарăм ача çуратнă. «Паллах, пире ун пекки пулайни пирки пĕлÿ илнĕ чухнех асăрхаттараççĕ, вăл е ку лару-тăрура мĕн тумаллине çирĕп вĕрентеççĕ. 11 пин метр çÿллĕшре çăмăлланакан хĕрарăма та, çуралакан ачана та çăмăл мар. Хĕрарăмăн юн пусăмне эмел парса йĕркене кĕртрĕм, бизнес-класри пушă вырăна куçарса лартрăм. Ăна мĕнле сывламаллине каласа тăтăм, çут тĕнчене чип-чипер арçын ача килчĕ те — 45 минут йĕп-йĕпе тара ÿксе ăшталаннăран ывăнни туххăмрах иртсе кайрĕ», — аса илчĕ Кирилл. Çапла, бортпроводникăн акушер кăна мар, тиевçĕ те, фотограф та, психолог та, пушарнăй та... пилот та пулма тивет. Вĕсем вĕреннĕ вăхăтрах самолета итлеттерме хăнăхаççĕ. Тĕрлĕ чăрмава парăнтарса, инструкторпа пĕрле 60 сехет тренажер çинче вĕçсе экзамен тытаççĕ. Кабинăра пĕр вырăс сас палли те çуккине, профессионал пилотсем ку ăсталăха нумай çул вĕреннине шута илсен — ку пĕрре те çăмăл ĕç мар. Юрать, халĕ лайнерсен автопилот комплекс пур. Вăл штурвал умĕнче ларакансен ĕçне чылай çăмăллатать. Кирила тăватă çул каялла хăйĕн çуралнă кунĕнче шăпа хытах тĕрĕсленĕ. «Йĕркепе килĕшÿллĕн пирĕн кашни 40 минутран пилотсем патне кĕмелле, вĕсен сывлăхĕпе, кăмăл-туйăмĕпе кăсăкланмалла. Çапла черетлĕ хут кĕрсен сывлăш карапĕн командирĕ тăнне çухатнине, иккĕмĕш пилот пăлханса ÿкнине асăрхарăм. Бортра — 347 пассажир. Йăнăшма юрамасть. Лару-тăрăва ăнланса илсе тĕрĕс йышăнусем турăмăр — самолета Мускаври аэропорта чиперех антарса лартрăмăр», — йăл кулчĕ Кирилл. Малалла вулас...
Комментари хушас