Николай Мартыновăн "Пурнăç урапи" пичетленнĕ
Темиçе кун каялла Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Мартынов çыравçăн "Пурнăç урапи" кĕнеки пичетленсе тухнă. Ытти хăш-пĕр çыравçăпа танлаштарсан ку автор ячĕ ытлашши анлă сарăлман пулĕ. Чăваш прозине тĕпчекенсем çапах та, сумлă кăларăма пухса хатĕрлекен Борис Чиндыков драматург асăрханă тăрăх, Мартынов "ятне яланах пĕрремĕш ретри писательсен хушшине лартаççĕ".
"2000 çулхи утă уйăхĕнче, çыравçă вилнĕ хыççăн, «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ пĕчĕкçĕ уйрăлу сăмахĕнче Виталий Станьялпа Анатолий Тимофеев (Ыхра) Николай Мартынов сăпайлăхне, тирпейлĕхне, ĕçченлĕхне аса илсе писателĕн «Хĕллехи ăшă» повеçĕнчи тĕп геройăн, ватта юлнă Малян хĕрĕн сăнарĕнче чăн чăваш характерĕ сăнланнине, Малян Нарсписен, Саламписен, Укахсен ретĕнчи сăнар пулнине палăртнă", - аса илчĕ Борис Чиндыков.
"Николай Мартынов хайлавĕсенче тăван тавралăх, тăван кĕтес, тăван кил сăнарĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсенчи ĕç-пуç та чылай чух вăл е ку çын тăван килĕнчен уйрăлнипе е, ытларах чух, тăван ялне, тăван килне таврăннипе пуçланаççĕ. Е тата час-часах таçта аякра пăчăхса антăха пуçланă чун тăван кĕтесре çĕнĕрен сывлăш çавăрса ярать. Пурнан пурнăçĕ çине çаврăнса пăхса, малалла пурнас хевтине тупать. Тури чăваш чĕлхин таппипе янравĕ те вăйлă сисĕнет Мартынов прозинче, хăш-пĕр персонажне вара вăл тÿрремĕнех вирьялла калаçтарать. Вирьялла калаçакансем шăпах кинемисем пулни те ăнсăртран мар: ĕлĕкрен-авалтан килекен йăла-йĕркене, нерĕс-сипете, çав шутра вырăнти чĕлхе хăйнеевĕрлĕхĕпе уйрăмлăхĕсене те, ватăсем упраса пыраççĕ", - юратса паллаштарать авторпа тата унăн ĕçĕсемпе Борис Чиндыков.
- Николай Антонович Мартынов (паспорт тăрăх — Антонов; Мартынов — ашшĕ хушаматĕнчен илнĕ псевдоним) 1933 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче хальхи Етĕрне районне кĕрекен Çухра ятлă ялта çуралнă. 1952 çулта Шупашкарти Чăваш педагогика институчĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕрсен Юрий Скворцовпа, Ваçлей Игнатьевпа туслашнă. Пединститутрах Николай Мартынов Геннадий Лисин (пулас Айхи) сăвăçпа паллашать. Борис Чиндыков каласа кăтартнă тăрăх, Айхи Николай Мартынова халалласа 1953 çулта "Вирьял тусăмсене" сăвă çырнă. Геннадий Лисин Николая хăйĕнпе пĕрле Мускава, Литература институтне вĕренме илсе каясшăн пулнă, анчах Николай кунтах юлнă. Виçĕ çул вĕреннĕ хыççăн пулас писателĕн пĕр преподаватель шухăш-кăмăлне хирĕçленĕрен институтран тухса кайма тивнĕ. Чылай хушă вăл ун чухнехи Октябрьски тата Сĕнтĕрвăрри, çавăн пекех Ульяновск облаçĕнчи Пухтел (хальхи Чăнлă) район хаçачĕсенче ĕçленĕ. 1971 çулта ăна "Коммунизм ялавĕ" (хальхи "Хыпар") хаçат редакцине чĕнсе илеççĕ. Анчах та нумаях та ĕçлеймест — автомобиль аварине лексе йывăр сусăрланать. Туяпа утса çÿрекен пулсан тĕппипех литература ĕçне парăнать, ĕçĕсенче пурнăçа капăрлатмасăр кăтартма пуçлать.
Комментари хушас