Морис Яклашкин паян 70 çул тултарать

4 Çурла, 2017

Паян, çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Морис Яклашкин дирижер 70 çул тултарать. Чăваш патшалăх академи симфони капеллине 40 çул ертсе пыраканскере шкул пĕтерсен амăшĕ тухтăра вĕренме ярасшăн пулнă.  Тăвай районĕнчи Чутейра çуралса ÿснĕскере Канаш тата унти медицина училищи çывăх пулнă. Анчах çав хулари педагогика училищин музыка уйрăмĕн студенчĕ пулса тăнă.

Чăваш Енĕн Культура министерствинче Морис Яклашкина республикăри тата Раççейри паллă дирижерсенчен пĕри тесе хаклаççĕ. Ĕçе чунтан юратакан çак çын пĕр хăнăхнă çула такăрлатнипех çырлахманнине те палăртмалла. 2000 çулта вăл симфони оркестрне йĕркеленĕ. Ăна пуçарса ярсан чăваш симфони музыкине сарас тĕллевпе ĕçлеме тытăннă. Оркестрпа музыка жанрĕсем аталаннă май академи капеллин симфони оркестрĕн репертуарĕ пуянланнă. Чăваш музыкипе пĕрлех Хĕвеланăç Европа, вырăс тата совет композиторĕсен хайлавĕсене куракан тата итлекен патне çитерет ушкăн. 

Морис Яклашкин - Чăваш АССРĕн искусствин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн искусствин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ. 2007 çулта ăна Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн орден медалĕпе наградăланă. Тепĕр çул ăна "Шупашкар хулин хисеплĕ çынни" ят панă.

 

Рубрика: 

Комментари хушас