Тулли черкке шыраса утакансене нимĕн те кирлĕ мар, е Ял пушанса пыни çинчен

8 Çĕртме, 2017

1980-1990 çулсенче, ытти çĕрти пекех, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Шĕнерпуç ялĕнчи хуçалăхра ĕç вĕресе тăнă. «Октябрьский» совхоз хăмла ÿстерсе çулсерен пысăк тупăш илнĕ, çĕр улми çитĕнтернĕ, кĕркунне çитсен «симĕс ылтăнпа» пахча çимĕçе пухса кĕртме студентсене явăçтарнă. Аслă шкулта вĕреннĕ чухне пире те, умлăн-хыçлăн икĕ çул, çак тăрăха хăмла татма илсе кайнăччĕ. Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа шăвать. Акă 20 ытла çул хыçа юлчĕ.

Совет саманин «палăкĕсем»

Нумаях пулмасть Иакинф Бичурин пурăннă тăрăхра — Шĕнерпуçра — командировкăра пултăмăр. 20 çулта ял чылай улшăннă: лайăххи те, начарри те пур. Кулленхи пурнăçра япăххи ахаль те нумайран яла çитсен кирек хăçан та чи малтан ыррине шыратпăр. Христос вилĕмрен чĕрĕлнине халалласа лартнă чиркÿ катаранах куç тĕлне пулчĕ. Шĕнерпуç халăхĕ çакăншăн çав тери савăннă, малашне праçниксенче ĕлĕкхи пек аякка утма тивмĕ вĕсен. Уяв ирттермелли ятарлă лапам — шăп та лăп ял варринче. Шĕнерпуçра пурăнакан ăстасем пĕрле пухăнса унта каçмашкăн юмахри пек хитре йывăç кĕпер хывнă. Пысăк лапамра пĕчĕккисем валли те кĕтес уйăрнă: хитре чуччусем çакнă, ярăнчăксем вырнаçтарнă. Пуринчен те ытларах яла килсе кĕнĕ çĕрте Иакинф Бичурин ăсчахăн тăван кĕтесĕ пулнине пĕлтерсе çырнă хăма пурри савăнтарчĕ. Шĕнерпуç аталанасшăн тапаçланни сисĕнет: унччен хулара пурăннă Андрей Григорьев ку ялта хресчен фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Тахçан çум курăк айне пулнă уй-хирте халĕ тыр-пул хумханать, кивĕ, çĕрĕшнĕ витесене юсаса выльăх ĕрчетме тытăннă.

Ял варринче типтерлĕх хуçаланать-ха. Шел те, Çĕнĕ урамра чуна ыраттаракан ÿкерчĕк те куç тĕлне пулчĕ. Асфальт çул хĕррипе ÿснĕ çÿллĕ йывăçсем пĕр-пĕрин çине ÿкнĕ. Йĕри-тавра Çĕпĕр пултранĕ /борщевик/ ашкăрать. Ÿте лексен вăйлах çунтаракан ÿсен- тăрана ытти ял тăрăхĕнче çитĕнме паманнине, шăтса тухсанах касса пăрахнине илтнĕ-ха, кунта вара ăна «Хĕрлĕ кĕнекене» кĕртнĕ тейĕн. Унпа пачах кĕрешменрен çак наркăмăшлă курăк тавраллах сарăлнă. Америка вĕрени кивĕ çуртсен айккине, çул хĕррине пусса илнĕ. Совхозăн Совет самани вăхăтĕнчи хăмла татмалли, типĕтмелли цехĕсене палласа илме çук, вĕсен кÿлепи кăна курăнса ларать. Ахăртнех, шăвăçа сÿтме вăй çитереймен, çуртсен тăрри ку таранчченех темле майпа сыхланса юлнă. Тахçан ял халăхĕ валли ятарласа хăпартнă мунча та паян-ыран ишĕлессĕн туйăнать, унăн йĕри-тавра — вĕтлĕх, хыт хура… Совхоз столовăйĕн тăрри шăтса-çурăлса пĕтнĕ, кантурĕ йăтăнса аннă. Кивĕ çуртсене пăснă та пĕр кĕтесе купаласа хунă — ятарлă вырăна кайса тăкма алă çитмен ахăртнех. Никама та кирлĕ пулман-ши — хăй вăхăтĕнче ялти чаплă та пысăк клуба «кăвак çулăм» илсе çитереймен. Паллах, сивĕ çурта ял çыннисем çÿреме пăрахнă. Хутса ăшăтманнине пула пĕр енчи стена çурăлнă. Пуррине упрама пĕлместпĕр çав. Ял çыннисем каланă тăрăх, Шĕнерпуçри клуба авариллисен шутне кĕртнĕренпех вăл тăлăххăн ларать. Ку ялта суйлавсемпе ме-роприятисем тахçантанпах шкулта иртеççĕ. Шĕнерпуçри фольклор ушкăнĕ клуб çуккипе ăçта май килнĕ — репетицие унта пухăнать.

Культура çурчĕ çукки ял çамрăкĕсене те пăшăрхантарать. «Каччăсемпе хĕрсем кирек ăçта пухăнаççĕ. Пĕрисем — каска- пĕрене çинче, теприсем юпа çумĕнче кăпшанкă пек пуçтарăнса лараççĕ. Эпир çамрăк чухне хăть клуб пурччĕ, хĕрсемпе ташă каçне çÿреттĕмĕр. Кĕркунне çитсен студентсем килетчĕç те ял кĕрлесе кăна тăратчĕ. Чи лайăх вăхăтсем пулнă ун чухне», — терĕ 40 çултан каçнă Евгений Владимирович. Ача сахаллипе Шĕнерпуçри шкула хупасси пирки сас-хура сарăлнă, икĕ шăпăрлана ÿстерекен арçынна çак хыпар пушшех те пăшăрхантарать. «Пуçа ниепле те вырнаçмасть. Вăрçă вăхăтĕнче те пĕр шкула та хупман, хамăр ялта пĕлÿ çурчĕ пур çĕрте пирĕн ачасене мĕншĕн таçта çити ăс пухма ямалла?» — тарăхса калаçрĕ Евгений Владимирович. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.