Сана курма — куçăм, ыталама икĕ аллăм пур

11 Çу, 2017

Людмила Кудряшова паянхи кун пĕртен-пĕр ĕмĕтпе пурăнать: килте дистанци мелĕпе вĕренекен сусăр хĕрĕ экзамен ăнăçлă тыттăрччĕ. 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекен Лиза хăй те пăшăрханать. Ялан тарăн шухăша кайса ларать вăл. Кун пек чухне амăшĕн чĕри тӳсмелле мар ыратать. «Лиза, эсĕ ăслă хĕрача, йăлтах йĕркеллĕ пулать», — лăплантарать Людмила Ивановна. Тĕпренчĕкне йывăр шухăшран хăтарас тесе диван çинчен йăтса илет те коляска çине лартать. Урама уçăлма илсе тухать. Çут çанталăка, тавралăха юратакан пикен тути тинех йăл кулать. Эх, хĕрĕ нихăçан та нимĕншĕн те ан кулянтăр тесе тем панă пулĕччĕ те амăшĕ, анчах...

Зитăпа Гитăн курнă

Кудряшовсен кĕçĕн хĕрĕ Лиза вăхăтсăр çут тĕнчене килнĕ. Людмила Ивановна пепкипе больницăра нумай выртнă. Укçа-тенкĕ енчен те чылай тăкакланнă. Юрать, йывăрлăхра тăванĕсем пăрахман, нухрат енчен пулăшу кӳнĕ. 4-5 çулта чухне хĕрача вĕçĕмсĕр ыйту панă. «Анне, эпĕ мĕншĕн утаймастăп? Манăн та ытти ачасемпе выляс килет», — тенĕ куçран пăхса. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.