Чĕри ыратман хресчен пур-ши?
«АПК предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем хире хăçан тухĕç-ши?» — тесе çур аки ертÿçĕсен куçĕнчен хăюллăн тинкерет пулин те, кашни ăна тĕрлĕрен кĕтсе илет.
«Кредит тÿлевĕн вăхăтне каяраха куçарсан аванччĕ те...»
— Акана кÿлĕнмелли вăхăт çитнине эпир те лайăх туятпăр, — терĕ Муркаш райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев. — Хуçалăхсем çăмăллăхлă кредитсемпе усă курса вăрлăх пахалăхне лайăхлатассишĕн, удобрени, им-çам, çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ хатĕрлессишĕн тăрăшаççĕ. Нумай çул усă курман лаптăка кăçал 1400 гектар пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Çĕрпе тухăçлă ĕçлес тĕллевлĕ фермерсем тупăнсах тăни савăнтарать. Вĕсен ĕмĕчĕ çывăх çулсенче çитессе шанатăп.
Çур акине хутшăнма епле хатĕрленни пирки сăмах хускатсан ăратлă выльăх ĕрчетекен «Свобода» хуçалăх ертÿçи Леонид Петров калаçăва мĕнрен пуçлам-ши тенĕн шухăша путрĕ.
— Ака тесенех чĕре ыратать, — терĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас