- Чăвашла верси
- Русская версия
Салам, хĕвеллĕ Казахстан!
Казахстан çĕрĕ мана тепĕр япалапа та тĕлĕнтерчĕ. Кызылорда хулинчен 300 ытла çухрăмра вырнаçнă Коркыт-Ата асăну комплексне илсе кайрĕç. Кунта эпир стела тăрринчи орган çил вăйĕпе илемлĕ кĕвĕ кăларнине итлерĕмĕр. Байконуртан 60 çухрăмра вырнаçнă комплексра — Çĕрпе пĕлĕт хушшинче чи кĕске инçĕш. Коркыт-Ата казахсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн. Кунта ют çĕршывсенчен поломниксем килсех тăраççĕ, орган айне ларса кĕлĕ тăваççĕ, никама илтмесĕр шухăша путаççĕ, çил юррине итлеççĕ. Комплекса 1980 çулта хута янă. Унта музей, ĕмĕте пурнăçа кĕртекен пирамида, амфитеатр, стела, кошкар скульптура пур. Кобыз евĕр палăкăн авторĕсем — Б.Ибраев архитекторпа С.Исатаев физик-акустик. Кĕвĕ кăларакан çил сасси шăпах кобыз сасси евĕр. Экскурсовод сĕннипе кунта килнĕ çынсенчен Вероника Пинеслупа иксĕмĕр çеç ĕмĕте пурнăçлакан пирамидăна кĕрсе хĕвел çаврăннă май утрăмăр, Çÿлти Хăватран пулăшу ыйтрăмăр. Ара, кунта тÿпе патне чи çывăх вырăн вĕт. Пытармастăп: эпĕ чăвашсем килĕштерсе пурăнччăр, кашни çемьере ырлăх, телей, сывлăх, ăнлану, юрату пултăр тесе ыйтрăм. Хамшăн кĕлĕ тума та манмарăм. Тăван чĕлхепе кĕнекесем кăларма вăй-хал ыйтрăм. Йăлтах йĕркеллĕ пулсан кăçал вулакан патне «Çамрăксен хаçатĕнче» «Чуна уçса калаçар» рубрикăра республикăри паллă çынсемпе пичетленнĕ интервьюсен кĕнекине кăларас шухăш пур. Унтан пире Кармакшы поселокне илсе кайрĕç, туйсем ирттерекен Тойханара тĕлĕнмелле вăйлă хăналарĕç. Хальхинче пирĕн валли казахсен чи çепĕç саслă юрăçисем 2 сехет юрларĕç, чуна çунатлантарчĕç. Малалла вулас...
Комментари хушас