Патша хыççăн иккĕмĕш çын

11 Ака, 2017

Ял халăхне пăшăрхантаракан ыйту яланах нумай, çапах çанталăк ăшăтнăçемĕн вĕсен ĕç пушшех хушăнса пынăн, татса памалли йывăрлăхсен шучĕ татах ÿснĕн туйăнать. Юр ирĕлсе пĕтсенех сад-пахчана тасатмалла, выльăха кĕтĕве кăлармалла. Çав хушăрах общество ĕçĕсенчен те пăрăнса юлмалла мар: урамсене тасатас тĕлĕшпе йĕркеленĕ субботниксене хутшăнмалла /хĕлле юр айĕнче пулнă ăпăр-тапăр йăлтах куç умне тухать-çке/, йывăç-тĕм лартмалла. Пушар алхасас хăрушлăх пур тапхăрта каçхи хурала черетпе тухмалла тата ытти те. Ялшăн питех те пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панă чухне килсеренех укçа пуçтарма тивет.

Паллах, асăннă пĕрлехи ĕçсене йĕркелекен тата ертсе пыракан кирлĕ. Чылай чухне вĕсене ял тăрăхĕн администрацийĕ ирттерет. Хăш-пĕр çĕрте ял старостисем пуçарулăх кăтартаççĕ. Халăхра ырă ят-сум çĕнсе илнĕскерсем ялти çынсен пурнăçне лайăхлатас тесе хăйсенчен мĕн килнине йăлтах тума тăрăшаççĕ. Акă Куславкка районĕнчи Кармăш ял тăрăхне кĕрекен Маслă ялĕн старости Сергей Козловкин, тивĕçлĕ канăва тухсан тăван тăрăхне таврăннăскер, алă усса ларма хăнăхман. Ялта пурăнакансем иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче вырăнти фермăн шыв пăрăхĕпе усă курнă. Хуçалăх аркансан ферма та ĕçлеми пулнă, çынсем тарăн çырмари çăл куç патне ирĕксĕрех çÿренĕ: шыв куллен кирлĕ-çке. Ватăсене, паллах, питĕ кансĕр пулнă. Староста яла шывпа тивĕçтерес ĕçе питĕ пĕлсе йĕркеленĕ: ку тĕллевпе Маслăран пĕр километр аяккарах вырнаçнă кивĕ çăл куçăн, тахçантанпах никам та усă курманскерĕн, шайне палăртас тесе Шупашкартан геодезиста чĕнсе илнĕ. Полиэтилен пăрăхсем туянма кашни килтен укçа пухнă, спонсорсем, çавăн пекех вырăнти влаç тата район ертÿлĕхĕ пулăшнă. Çынсем строительство ĕçне хăйсем те хастар хутшăннă. Çапла хальхи вăхăтра кашни килех шыв кĕрет. «Сергей Иванович пеккисемпе хăюллăнах разведкăна кайма пулать», — тет Кармăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Фарит Яруллин. Сергей Козловкина общество ĕçне хастар хутшăннăшăн пĕлтĕр Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавĕпе чысланă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.