Авăннă та — хуçăлман...

25 Пуш, 2017

Çын тени йывăрлăхсенчен сыхланма тăрăшать: пăтăри çу пек камăн ирĕлсе киленес килмĕ? Анчах та шăпах йывăрлăхсем кăмăла пиçĕхтерни, пурнăç çулĕ çинче малашне те тĕл пулакан кăткăслăхсене шакăрт кăна катма хăнăхтарни пирки шухăшласах каймастпăр. Муркаш районĕнчи Итакачкассинче çуралнă Любовь Васильевăна шăпа мĕн тĕллевпе çавăн чухлĕ асап ярса панă-ши — паллă мар. Çакна кăна çирĕплетсех калама пулать — хĕрарăма нимĕн те хуçайман. Мĕн кăна чăтса ирттермен пулин те Люба аппа, ялта ăна хисеплесе çапла чĕнеççĕ, чун çирĕплĕхне те, шÿтлеме ухута кăмăлне те, хăлха-куç çивĕчлĕхне те, уçă ăс-тăнне те çухатман. 90 çула çитнĕскер, тен, начар илтет пулĕ тесе, малтанах хыттăнрах калаçрăм та ман çине “мĕн кăшкăрать ку?” тенĕн пăхса илчĕ. Куçлăх таврашĕ тăхăнманнине çирĕплетсе çăм арласа кăтартрĕ /кĕнчелеççи алă айĕнчехчĕ/. Кам валли арлани-çыхнипе кăсăклансан сивĕ тăрăхра пурăнакан мăнукĕ валли иккенне каларĕ. Сурăх çăмĕнчен çыхнине пит тăхăнсах каймаççĕ те çамрăксем... Хăй паян та пур ĕçе те пултарнине палăртрĕ ăшпиллĕ кил хуçи. Пилĕкĕ тĕлне кăна тытса кăтартрĕ. “Вăрçă вăхăтĕнче шăннине пула ыратать-и?” — тенине хирĕç: “Ыратма-а-асть”, — тесе алă кăна сулчĕ. Хытса ларнă иккен, çавăнпах пит вăр-вар хускалайми пулса ларни кăна канăçсăрлантарать кинемее. Халĕ те темĕн те тăвас килет унăн, выльăх усрама та хирĕç мар вăл. Чăх-кăвакал пурпĕр туянĕ çу çитсен. Ыратни вара... Çак туйăм пирки тахçанах, ача чухнех, маннă хĕрарăм. Ыратни те, макăрни те тахçанах иртнĕлĕхе çаврăннă.

Амăшĕ

...Любăна амăшĕ хĕр пуçăн çуратнă. Анчах та пепке уншăн инкек сăлтавĕ кăна пулса тăнă курăнать — пур кÿренĕве-тарăхăва хĕрарăм йăлт ачин пуçĕ çине тăкнă. Çуралсанах татăлма пултарнă хĕр пĕрчин кун-çулĕ. Те качча каймасăр çуратнăшăн намăсланнă хĕрарăм, те пепкине пĕччен ÿстересси хăратнă ăна, халĕ тин никам та татса калаймĕ, анчах та чĕри айĕнче тăхăр уйăх çĕклесе çÿренĕ ачи çине амăшĕ... минтер пăрахнă. Пĕр вăхăтран пепке лăштах пулнă. “Сывлама пăрахрĕ...” — çак шухăшпа пĕрле амăшĕн чунĕнче мĕнле туйăм мĕлтлетнĕ-ши? Пепкин ĕмĕрне татнăшăн кулянма пĕлнĕ-ши? Пăшăрханнă-ши? Е палăртнине пурнăçланăшăн савăннă-ши? Анчах пĕчĕк кĕлетке туртăнса илнĕ. Çак самантра хĕрарăмра кашкăр мар, этем чунех вăраннă. “Пурăнасшăнах курăнать ку...” — минтере айккинелле сирнĕ тем пысăкăш çылăха кĕрсе ĕлкĕрейменскер. Пепки 90 çула çитессе шухăшлама пултарнă-ши ун чухне вăл?

Анчах та çакăнпа вĕçленмен-ха шăпăрлан пурнăçĕнчи инкексен черечĕ. Ĕнер пулса иртнĕ пек куçĕ умне кăларса тăратса аса илет вĕсене Люба аппа. Манăн ăна шелленипе пырта капланать, çурăм тăрăх сивĕ чупать...

— Анне манпа, 1,5 çурăри пепкипе пĕрле, Калайкассине тăватă ачаллă арçынна качча килнĕ, — тăсать сăмаха хĕрарăм. — Патак айĕнчен кăлармарĕ мана кунта вăл...

— Мĕн туса айăпа кĕнĕ-ха эсир унăн умĕнче? Хăвăра çуратма ыйтман-çке эсир? Хăй пурнăç парнеленĕ вăл сире...

— “Сана пула çакăна тăватă ачаллă çĕре килсе пуç чикмелле пулчĕ...” — тесе вăрçатчĕ, — уçăмлатать лару-тăрăва Люба аппа. — Арçынна та, унăн пепкисене те нимĕн те каламастчĕ, мана вара тапа-тапа кăна ывăтатчĕ. Кушак çури вырăнĕнче çитĕнтĕм эпĕ. Ас тăватăп, пуç тăрăх пĕр витре сивĕ шыв ячĕ те хĕллехи шартламара урама кăларса печĕ. 5-6 çулсенче эпĕ ун чухне. Ăçта каяс? Тăтăм урамра... Йĕпескер, пăрлансах лартăм. Хускалма тăратăп — утаймастăп, алă та итлемест. Пÿрте кĕме те хăратăп. Çапах та пĕр вăхăтран кĕрсе пăхма тĕв турăм. Пуç çăватчĕ. “Юрать çак вăхăта лекрĕн, унсăрăн кĕрейместĕн”, — пулчĕ сăмахĕ. Арçыннăн ачисем мана, пăрланса ларнăскерне, макăра-макăра хывăнтарчĕç. Çăпата кантрисене аран-аран салтрĕç. Хамăн, шăнса кÿтнĕскерĕн, алă-ура хускалмасть те.

Тепрехинче пушша темиçе хут хутлатса хĕнерĕ. Макăрма юрамасть — тата хытăрах лекет. Пĕчĕкскер, шăла çыртса чăтрăм. Эпĕ ним пĕлми пуличчен хĕнерĕ. Каярахпа мана урамра тупнă. Суранпа витĕннĕ ÿтĕм курăнман та — хăп-хура шăна ларса тулнă. Эпĕ вара нимĕн те сисместĕп. Вăт çавăнтанпа ыратнине туйми пулнă эпĕ. Пĕррехинче кĕлеткем самаях пиçсе кайнăччĕ. Эпĕ вара ыратнине туймарăм та ун чухне...

Апла пулин те ялти шкула вĕренме янă-ха ăна амăшĕ. Люба “пиллĕк” паллăсем кăна илнĕ. Вĕрентекенсем те хисепленине кура вĕсенчен аван марланса тинех хĕнеме пăрахнă хĕрачине амăшĕ.

Вăрçă

Тăватă класс хыççăн малалла вĕренме май килмен — вăрçă пуçланнă.

— Атăл леш енне паром тиеме яратчĕç, — таврăнать аса илÿре иртнĕ вăхăта Люба аппа. — Эпĕ тантăшăмсенчен çÿллĕрехчĕ те, аслăрах тесе шухăшланă-ши? Вăрман касса турттармаллаччĕ. 15 çулсенчи хĕрсем йывăр çĕклеве сĕтĕреттĕмĕр. Çурăм шăмми, чăтайманнипе, шăтăртататчĕ. Паян та аса илтерет çав вăхăта вăл. Ыратнипе мар, хускалайми пулса ларнипе. Пĕр пус та тÿлемерĕç çав çулсенче. Ĕç кунĕшĕн, пĕр пуссăр, пĕтертĕмĕр сывлăха.

Арçынран пулăшу ыйтман

— Пурăнма никам та укçа-тенкĕ парса тăман мана. Çамрăклах ĕçе пикентĕм. Çĕвĕç ăсталăхне алла илтĕм. Йăлт çĕлеттĕм — сăхман, кĕрĕк... Пĕчĕк япаласем мар вĕт вĕсем. Укçа çапах та çитсе пыманнине кура кăçатă йăвалама вĕрентĕм. Калăпĕсене те хамах ăсталарăм. Икĕ уйăхра 60 мăшăр йăваларăм. Ялта пурте манăн кăçатă ăшшипе савăнатчĕç. Арçынран нихăçан та: “Атя-ха çавна туса пар”, — тесе йăлăнса курман эпĕ. Çава аври те хамах тунă, хамах туптанă. Ман пата туптаттармашкăн çынсем те килетчĕç. Халĕ те килеççĕ. Пăчкă та хăйратăп эпĕ. Пĕр сăмахпа — тума пĕлмен ĕç çук.

Люба аппа тĕлĕнмелле çемье çавăрнă. Ывăлĕ Геннадий аякра пурăнать пулин те хĕрарăм килĕнчен çын татăлмасть — пепкин юлташĕсем мăшăрĕсемпе пырсах çÿреççĕ. Мунча хутса кĕреççĕ, кил-çурта тирпейлеме пулăшаççĕ. Эпĕ çитнĕ вăхăтра та ĕç вĕресе кăна тăратчĕ.

— Пĕрре çухатрăмăр çапла Люба аппана, — хутшăнать калаçăва хĕрарăмсенчен пĕри. — Яла çитрĕмĕр те — хапха питĕрĕнчĕк. Карта урлă каçса кĕтĕмĕр. Кинемей ниçта та çук: пÿртре те, пахчара та... Шыраса хăшкăлтăмăр. Çук ниçта та! Пăшăрханма та пуçларăмăр. Мунчана тĕрĕслеменни кăна юлчĕ. Кĕтĕмĕр те — ун пăлтăрĕнче Люба аппа... кăмака тăвать!

— Ку ĕçе камран вĕрентĕр тата? — ыйтмасăр чăтаймастăп каллех эпĕ.

— Никамран та /урăхларах хурав пулма пултарать-и вара?/. Хам тĕллĕнех, пĕчĕккĕн майлаштарма хăнăхрăм. Красноярск крайĕнче те вырăнтисене кăмака туса тĕлĕнтернĕччĕ эпĕ.

Телей шыраса

Телей шыраса, Люба ун чухне качча кайнă, ачаллă хĕрарăм ĕнтĕ, çемье малтанах тăван кĕтеспе сывпуллашса Алтай тăрăхĕнче тĕпленет. Хĕрарăм унта пăрусем пăхать. Анчах та малтан ферма çуртне йăлт хăй йĕркене кĕртет. Штукатур-маляр ăсталăхне каллех хăй тĕллĕн алла илнĕскер шап-шурă тасатса лартать. Анчах кĕçех ачи чирлеме пуçлать. Тухтăрсем климат улăштарма сĕнеççĕ. Çемье Красноярск тăрăхне çитет.

Кунти вырăссене вăл ĕçченлĕхĕпе, пултарулăхĕпе тĕлĕнтерет. Шăпах çакăнта унăн кăмака тума лекет. Кантурта ларакансем Люба ĕçленине туха-туха пăхаççĕ: “Хĕрарăм кăмака купалать!” Унта сысна самăртнă çĕрте вăй хурать хĕрарăм. Каллех пĕççисене çапаççĕ вырăнтисем — ыттисем аран-аран ĕçленĕ хушăра Люба 1500 ĕç кунĕ тăвать. Красноярскран Волгограда 7 тонна тырăпа çитет çемье — кĕçех вĕсем çĕршывăн çак регионĕнче тĕпленеççĕ.

Шăпа çулĕ

Шăпа çулĕ çапах та тăван енех выртать. Шупашкарта малтанах хăмаран çапса тунă çуртра пурăнать çемье. Унтан хваттере куçаççĕ. Ĕнтĕ ачисене пĕчченех ÿстерет упăшкине ĕмĕрлĕхех çухатнă хĕрарăм. Пĕррехинче пачах ăнсăртран ачи хула урамĕпе утнине асăрхать хайхискер. Урок вăхăчĕ. Мĕншĕн шкулта мар пепки? Тепĕр кунах ывăлне çавăтса вĕрентекен патне вĕçтерет. “Вĕлеретĕп! — усал сăмах хушса хурать çавăнтах. — Вăл шкула çÿременнине эсир пĕлетĕр вĕт. Мĕншĕн каламастăр? Манăн ачасене тăрантармалла — эпĕ ĕçе тухса каятăп. Ăçтан пĕлем? Кунта эсир вăрçатăр, килте — эпĕ. Ачан ăçта кайса кĕмелле? Вĕлеретĕп — явапне эсир тытатăр!” Вĕрентекен хĕрарăм те чăнласах калать тесе шухăшланă — арçын ачана хăй патнелле туртса илнĕ. Çакăн хыççăн ывăлĕн шкулта текех нимĕнле кăткăслăх та пулман.

...Укçасăр нихăçан та ларман Люба аппа. Ăна ĕçлесе илмелли мел тупсах тăнă. Шупашкарта вăл электроаппаратура тата приборсем тăвакан заводра вăй хунă. Гальваника цехĕнче ĕçленĕ. Цехра лини юсавсăр пулнă. Люба химикатсен вăрттăнлăхне шĕкĕлчесе ăна хута яма пултарнă. Анчах пуçлăхсене ку та килĕшмен. Пĕрремĕш ĕç вырăнĕнчен хăйне “тулăксăр” тесе каланăшăн кÿренсе пăрахса тухса кайнă хĕрарăм, приборсем тăвакан завода куçнă. Вăл хута ярса хăварнă лини чарăнса ларнă. Чăн та, малтанхи ĕç вырăнĕнче 300 тенкĕ ытла тÿленĕ. Приборсем тунă çĕрте унăн шалăвĕ 301 тенкĕ пулнă. Анчах вăл вăхăтра 300-тен ытларах илме юраман. Çапла 1 тенкине кашни уйăхрах катса пынă. Çапах 300 те вăл вăхăтшăн — пĕчĕк укçа мар. Упăшкасăр тăватă ачапа тăрса юлнă Люба Калайкассинче çурт тума пуçланă.

Çĕр çула çитме те, иртме те хирĕç мар...

— Укçа пур та... — каллех иртнĕлĕхе таврăнатпăр Люба аппапа. — Никĕсне те пĕчченех хывма пуçларăм. Каярахпа кÿршĕри кинемей каçса пулăшрĕ.

Хăй ÿснĕ чух инкек тÿсни çитмен — ачисене те хăйĕнех пытарма тивнĕ хĕрарăмăн. Паян Люба аппан ывăлĕ Гена кăна пурăнать.

— Юсаса пĕтермен-ха, — паллаштарать хуçалăхĕпе Çурçĕрте ĕçлесе пурăнакан Геннадий. — Ялта тăтăш пулаймастăп, çапах май пур таран тăрăшатăп.

Тăрăшăвĕ — куç умĕнче. Çирĕп хуçалăх. Залра кăна юсав ĕçĕсем ирттермелли юлнă. Ыттине йăлтах йĕркене кĕртнĕ. Мунча — пĕр харăс вунă çын кĕрсе çапăнма пултарать. Çăвăнмалли — уйрăм. Кану пÿлĕмĕнче — 90 çулти кинемей туса лартнă кăмака ăшшине сапалать. Хулари пек туалет та шалтах, ăшă шыв та пур. Тинех ывăлĕпе, унăн çемйипе, мăнукĕсемпе савăнса кăна пурăнмалла пек хĕрарăмăн. Чăн та, вăл, шÿтлеме юратаканскер, пĕрре те хирĕç мар.

— Кун чухлĕ пурăннине тепĕр вуннă нимĕн те мар, — тет Любовь Александровна. — Малалла курăпăр унта...

Манăн вара пурнăç авнă, анчах хуçайман хĕрарăмăн чун туртăмĕсем, малашлăхри ĕмĕчĕсем çинчен пĕлес килчĕ .

— Ним тĕлĕшпе те, нимĕн те тиркеместĕп. Тиркешмешкĕн, нăйкăшмашкăн мана ача чухнех пăрахтарнă, — пĕтĕмлетрĕ вăл. — Помидор акрăм-ха, — халĕ те пахчара ĕçлеме пăрахманнине систерчĕ Люба аппа.

Ялти клубри илемлĕ пултарулăх уш­кăнĕнче нумай пулмасть кăна юрлама пăрахнăскертен пĕрер çаврăм янăраттарса яма ыйтрăм та — турткалашса тăмарĕ.

— Туянас тăк туянас — лайăх мăшăр... — шăранчĕ пÿртре чăваш юрри...

Рита АРТИ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.