Спорт йывăрлăха çĕнтерме пулăшать
Совет тапхăрĕнче сусăрсене çынсенчен пытарма, тĕрлĕ учрежденире хупса усрама тăрăшнă. Правительствăра СССРта инвалидсем çук текенсем те пулнă. Вĕсем коммунизм патне ăнтăлакан çĕршывра пур енĕпе те лайăх тесе ĕнентерме хăтланнă. Çĕнĕ саманара хăйнеевĕрлисем "тĕттĕмлĕхрен" тухрĕç. Хальхи вăхăтра сусăрсем валли патшалăх лайăх условисем туса парать. Юлашки çулсенче пирĕн çĕршывра "Пурте усă курма пултаракан хутлăх" программа ăнăçлă пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн инвалидсене çÿремешкĕн пандуссем, ятарлă лифтсем тата ыттине хута яраççĕ. Вĕсем валли заводсемпе фабрикăсенче, ытти организаци-предприятире ĕç вырăнĕсем уçаççĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Раççейре сусăрсен спорчĕ — адаптаци спорчĕ — çÿллĕ шая çĕкленчĕ. Адаптаци спорчĕн аталанăвне Аслă Британи нейрохирургĕ Людвик Гутман ячĕпе çыхăнтараççĕ. Çурăм шăммин чирĕсемпе аптăракансене вăл спортпа сипленĕ. Врач тÿре-шарана спорт сусăрсене пурăнма хавхалантарнине, вĕсен кăмăл-туйăмне çĕкленине, ĕмĕрне тăсмалли чи шанчăклă мел пулнине ĕнентернĕ. 1948 çулта реабилитаци госпиталĕнче ĕçлекен врач вăрçăран аманса таврăннă салтаксем валли ăмăрту йĕркеленĕ. Вăл ăнăçлă иртнине кура ăна кашни çул ирттернĕ. Олимпиадăпа çыхăнтарса ăмăртăва кÿмепе çÿрекенсен вăййисем тесе ят панă. 1952 çулта унта ытти çĕршыв спортсменĕсем те хутшăннă. 1960 çултанпа вăл "Паралимп вăййисем" ятпа иртет.
Адаптаци спорчĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче вăй илме пуçланă: ун чухне сусăр çынсем валли спортăн тĕрлĕ секцийĕпе клубĕ уçăлнă, уйрăм ăмăртусем ирттерме тытăннă. Пирĕн çĕршывра адаптаци спорчĕ çинчен Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕ йĕркеленсен калаçу пуçарнă. Ытти çĕршывран кая юлас мар тесе сусăрсене спорта явăçтарма пикеннĕ, анчах ку ĕç вăраххăн аталанса пынă. 1980 çулта СССРта инвалидсем валли пĕрремĕш спартакиада иртнĕ. Ун хыççăн спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртусем йĕркелеме пуçланă. Раççей спортсменĕсем Паралимпиадăна пĕрремĕш хут 1988 çулта хутшăннă. Тепĕр сакăр çултан РФ Паралимп комитетне туса хунă.
РФ Паралимп комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх — пирĕн çĕршывра адаптаци спорчĕпе 200 пин ытла çын кăсăкланать, инвалидсем валли кашни регионта спорт шкулĕсем уçнă, спорт клубĕсем ĕçлеççĕ. Чăваш Енре 80-мĕш çулсенче сусăр спортсменсене чи малтан Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 1-мĕш тата хулари ачасемпе çамрăксен 1-мĕш спорт шкулĕсем хăйсен хÿттине илнĕ. Ун чухне ачасем бадминтонпа çăмăл атлетика секцийĕсенче ăсталăха туптанă. 2005 çулта Шупашкарта спорт-адаптаци шкулĕ уçăлнă /хальхи вăхăтра унта 300 яхăн спортсмен вĕренет/, "Феникс" клуб та чылай çул ăнăçлă ĕçлет. Вĕсенче сусăрсем дартс, армспорт, сĕтелçи теннис, пауэрлифтинг, шашка, дзюдо, бочча ăсталăхне алла илеççĕ.
Паралимп вăййисен пĕрремĕш çăлтăрĕ — йĕлтĕрпе чупас енĕпе спортăн тĕнче класлă мастерĕ Юрий Ильин /1962-2015/. Елчĕк каччи 1994 çулта тĕнчери чи сумлă ăмăрту стартне тухма тивĕç пулнă. Сăмах май, вăл унта виçĕ хут хутшăннă. Çуллахи вăйăсенче чи малтан Шупашкар пики Юлия Линевич палăрнă. 2012 çулта Елена Иванова чи пысăк çитĕнÿ турĕ: Лондонран виçĕ медальпе таврăнчĕ. Пирĕн ентешсем Сурдлимпиадăра та пĕрре мар вăй виçнĕ. Пĕрремĕш медальсене 2005 çулта Михаил Ефремовпа Артем Карпов /тренерĕ — Надежда Тонина/ çĕнсе илнĕ.
Шел те, паян та адаптаци спортне йышăнман çынсем пур. Сусăрсем çинчен йĕрĕнсе кăнттаммăн калаçнине пĕрре мар илтме тивнĕ. Пирĕн спортсменсем Паралимп вăййисенче тата тĕнче ăмăртăвĕсенчен чи пысăк наградăсемпе таврăнни те вĕсен шухăшне улăштарайман. Сăмах май, Раççей команди кашни Паралимпиадăра малтисен ретĕнче пулнă. Анчах кăçал вĕсене Паралимп вăййисене хутшăнма чарчĕç. Атлетсемшĕн çак хыпар уяр çанталăкра аслати авăтнă пекех туйăннă. 2014 çулта Сочире иртнĕ хĕллехи Паралимпиада сусăр хĕрсемпе яшсене çĕнĕ шанăç панă: çав çул спорт секцийĕсемпе спорт шкулĕсене çÿрекенсен йышĕ ÿснине палăртнă.
Спорт ал-урасăррисене, куç курманнисене, япăх илтекенсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшать. Чылайăшĕшĕн спорт пурнăç тĕллевĕ пулса тăрать, пурте пĕтĕм ĕмĕт-шухăшне унпа çыхăнтараççĕ. Спорт карьерине вĕçлесен нумайăшĕ ачасемпе ĕçлеме тытăнать.Унран та пахараххи — мăшăр тупса çемье телейне курни. Кунашкал тĕслĕх хамăр хушăрах пур. Акă Шупашкар хĕрĕ Елена Иванова /2012 çулхи Паралимп вăййисен чемпионки/ Ростов облаçĕн спортсменĕпе Владимир Свиридовпа çемье çавăрчĕ. Паян вĕсен ывăл çитĕнет. Свиридовсем халĕ те тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть спорт çемйи Олимпиецсен Пĕтĕм Раççери турнирĕнче медальсем çĕнсе илчĕ.
Спорт пулăшнипе пысăк çын пулса тăнисем те пур пирĕн çĕршывра. Вĕсен йышне депутатсене те, тĕрлĕ организаци ертÿçисене те кĕртме пулать. Калăпăр, Паралимп вăййисенче 13 хут çĕнтернĕ Рима Баталова /Пушкăртстан/ кăçал РФ Патшалăх Думин депутатне тепĕр хут суйланчĕ. Çав вăхăтрах вăл РФ Паралимп комитечĕн ĕçне йĕркелесе тăрать. Вăл спортсменсене яланах хавхалантарса пырать, никама та йывăрлăхра пуç усма тата çухалса кайма памасть. Пирĕн те, сывă та тĕреклĕ çуралнисемпе çирĕп ăс-тăнлисен, вĕсенчен тĕслĕх илесчĕ, кирлĕ вăхăтра вĕсене пулăшса пырасчĕ.
Андрей МИХАЙЛОВ.
Эльвира МАТРЕНИНА, Шупашкарти спорт-адаптаци шкулĕн директорĕ:
— Сусăр ачасемпе ĕçлекенсене манăн паттăрпа танлаштарас килет. Вĕсем питĕ пархатарлă ĕç тăваççĕ. Паянхи çынсен шухăш-кăмăлĕ инвалидсем тĕлĕшпе лайăхланчĕ пулин те йывăр çак ĕçе пуçăнма пурин те хăюлăх çитес çук. Сусăрсене çĕнтерÿ пьедесталĕ çине çĕклемешкĕн тренер-преподавательсен нумай тар тăкма тивет. Сăмах май, вĕсен йышĕ пирĕн шкулта пĕчĕк мар — 30 яхăн. Маттурсем чемпиона е призера çитĕнтерес тĕллевпе пуç çĕклемесĕр тăрăшаççĕ. Кашни хăйĕн ĕçне юратса та пĕлсе тăвать. Спортсменсемпе ĕçлемешкĕн условисем пур. Çывăх çулсенче пурлăхпа техника бази тата лайăхланасса шанатпăр.
Светлана МОРОЗОВА, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ:
— Сусăр спортсменсемпе ĕçлесси кăткăсрах. Кашнинпе тимлĕ пулмалла, кашнине ăшăлăх кирлĕ. Кăмăлĕпе те самай уйрăлса тăраççĕ. Пĕрне вăрçмалла тăк теприне çепĕççĕн каламалла. Спорт шкулне çÿрекен сусăр ачасем çынсемпе хутшăнма вĕренеççĕ, пĕр-пĕринпе калаçма хăнăхаççĕ. Сыввисемпе пĕрле тренировкăсене çÿренĕ чухне хăвăртрах аталанаççĕ, вĕсенчен юлас мар тесе тăрăшаççĕ. Пĕр-пĕринпе питĕ туслă вĕсем, пĕр-пĕрне яланах пулăшаççĕ. Шкулта та аван вĕренеççĕ, вăй хумасăр нимĕн те пулманнине ăнланаççĕ. Вĕсем тренерăн кăмăлĕ япăх пулнине те тÿрех сисеççĕ, усал çынсенчен ютшăнаççĕ.
Елена ИВАНОВА-СВИРИДОВА, кĕске дистанцисене чупас енĕпе 2012 çулхи Паралимп вăййисен виçĕ хут чемпионки:
— Эпĕ спортпа ачаранпах туслă. Спорт мана пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма сукмак хывса пачĕ. Спортпа туслă çын йывăрлăхсенчен хăрамасть, вĕсене çĕнтерсе малалла утма пултарать. Чылай çул каялла пултаруллă та ăслă çынсен сăмахне итлемен пулсан эпĕ пысăк çитĕнÿсем тăвайăттăм-ши, тĕрлĕ хулапа çĕршыва çитсе курайăттăм-ши? Планетăри чи сумлă ăмăрту — Паралимпиада — мана çунатлантарчĕ, çĕнтерÿсем тума хавхалантарчĕ. Чи пĕлтерĕшли — эпĕ юратнă мăшăрăма тĕл пулни. Иксĕмĕр те спортсмен пулнăран эпир пĕр-пĕрне ăнланса пурăнма тăрăшатпăр. Вăл мана килте те, тренировкăра та пулăшса пырать.
Комментари хушас