Асаттеçĕм, асатте

11 Çурла, 2016

Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕпе «Тантăш» хаçат редакцийĕ йĕркеленĕ «Рабочи профессийĕ ялан хисепре» конкурса тĕрлĕ районтан çырусем килеççĕ. Сăнÿкерчĕксем, презентацисем, прозăлла хайлавсем яраççĕ вулакансем. "Ял хуçалăхĕнче, завод-фабрикăсенче ĕçлекенсем çинчен конкурс ирттерсе пысăк ĕç тăватăр. Тавах уншăн. Пире, ялти шкул учителĕсене, конкурс кĕске вăхăтра иртни пăшăрхантарать. Ялта ку хушăра — хĕрÿ вăхăт: çĕр ĕçĕсем. Конкурса тепрер уйăх та пулин тăсасчĕ", — тесе çырать Йĕпреç районĕнчи Буинск поселокĕнче химипе биологи вĕрентекен Л.А.Николаева. Конкурс модераторĕсем ăмăртăва тăсма шутларĕç. Эппин, тусăмăрсем, сирĕнтен конкурс материалĕсене кĕтетпĕр. Халĕ ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, Шăмăршă районĕнчи Палтиел вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен З.И.Свеклова вĕренекенне Тоня Тяпушовăна сăмах парар. Вăл конкурса эссе ярса пачĕ.

Конкурс координаторĕ Анатолий АБРАМОВ.

 

Мĕн тери телей асатте пурри! Ун сăмахĕ — ахах, кăмăлĕ — хĕвел, алли ылтăн. Пушă вăхăтра ун патне васкатăп, пĕр чарăнми пуплетĕп, пулăшма тăрăшатăп. Юрать, пĕр ялтах пурăнатпăр. Ăна курмасăр епле чăтăн?

Асатте, Анатолий Иванович Тяпушов, Анат Чаткас çынни. Ял-йышра ятлă-сумлă.

Çак кунсенче ун патĕнче пултăм.

— Асатте, сан пата хăçан килен — çурту яланах тирпейлĕ.

— Мăнукăм, мĕн тăвас тен. Хамăнах тирпейлĕхе тытмалла.

Асатте хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ.

— Эпир çемьере тăватă ача ÿсрĕмĕр. Оля, Елисса, Зоя тата эпĕ. Туслă пурăннă. Ачалăхăм Тăван çĕршыв вăрçи çулĕсене лекнĕрен пурăнма йывaр пулнă. Аннене яланах пулăшма тăрăшнă. Атте вăрçăра вилнĕ.

— Аттесĕр ÿсме, чăн та, çăмăл пулмарĕ, — калаçăва малалла тăсрĕ асатте. — Анне мана каласа панă тăрăх, вăл аттен ĕç инструменчĕсене усранă, "Ман ывăл ÿсет, унăн та ĕçе вĕренмелле," — тенĕ.

— Эсĕ чÿрече рамисене нумай тăватăн. Çак ăсталăха сана кам вĕрентнĕ, асатте?

— Эпĕ малтан çынсем тунине сăнаттăм тата мана кÿршĕри Захар çак ĕçе хăнăхтарнă. Майĕпен вĕренсе пынă та. Миçе рама тунине шутласа та пĕтереймĕн.

Эпĕ астăватăп-ха, ун патне Чаткас халăхĕ кăна мар, ытти ялсенчен те пулăшу ыйтса килетчĕç.

— Ялти шкултан çичĕ класс вĕренсе тухнă хыççăн колхозра комбайнер пулса ĕçлерĕм. 19 çула çитсен салтака кайрăм.

Салтакран килсен асатте Канашра механизатора вĕренсе тухнă. Кайран колхозра ĕçленĕ.

— Мĕншĕн механизатора вĕреннĕ? — ыйтрăм унран.

— Çав вăхăтра комбайнерсем кирлĕччĕ. Механизатор профессийĕ сумлă пулнă. Комбайнпа миçе пин центнер тырă çапнине шутласа та пĕтереймĕн. «Хир карапĕн» штурвалĕ умĕнче пĕтĕмпе 43 çул пулнă. Хĕлле вара сысна ферминче кочегарта тăрăшнă. Хĕллехи вăрăм каçсенче йĕке те ăсталанă, кăçатă та тĕпленĕ.

Асатте колхозра пĕрле ĕçленĕ çынсемпе туслă пулнине те пĕлтĕм. Çавăн пекех ăна тĕрлĕ наградăпа хавхалантарнă, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята та тивĕçнĕ вăл.

«Лаша пуласси тихаран паллă», — тенĕ ватăсем. Çак сăмахсем асатте пирки каланăнах туйăнаççĕ.

Хисеп хучĕсен хушшинче 1982 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче тухнă «Коммунизм ялавĕ» хаçат куç тĕлне лекрĕ. Ăна алла тытсан малтанхи страницăра асаттен сăнÿкерчĕкне курах кайрăм. «Шăмăршă районĕнче «Восход» колхозри А.И.Тяпушов комбайнера районта ырăпа асăнаççĕ. Çулсерен вăл ултă-çичĕ пин центнер тырă çапса илет. Кăçал та пысăк ÿсĕм тунă...» — тесе çырнă сăнÿкерчĕк айне. Ман шухăшпа, Мухтав хучĕсем тата грамотăсем ахаль хут çеç мар, вĕсем çын хăйĕн ĕçне чун-чĕререн тăрăшса тунине çирĕплетеççĕ.

— Эпир санăн асаннÿпе, Ольга Дмитриевнăпа, — сăмаха малалла тăсрĕ асатте, — Çулталăк туслă пулнă, 1962 çулта вара туй кĕрленĕ. Пĕрлехи вăйпа çурт лартнă. Туслă пурăннă. Ачасене пĕчĕкрен тирпейлĕхе, ĕçе хăнăхтарнă. Пилĕк ача çуратса ÿстертĕмĕр.

Асли — Михаил. Вăл Шупашкарта хăйĕн çемйипе пурăнать. Тăван киле мăшăрĕпе, икĕ мăнукпа — Ольăпа, Ксюшăпа килме тăрăшать.

Иккĕмĕшĕ — Людмила Патăрьел ра-йонĕнчи Чăваш Сăкăт ялĕнче мăшăрĕпе пурăнать. Вĕсем те килти ĕçсенчен пушансанах çуралса ÿснĕ килне çитме тăрăшаççĕ.

Александра хĕрĕм Анат Чаткасри ача садĕнче воспитательницăра ĕçлет.

Тепĕр ывăлĕ — Валерий, манăн атте. Пирĕн çемьере виçĕ хĕр.

Аттен йăмăкĕ, Светлана, Шăмăршă районĕнче вăрлăх пахалăхне тĕрĕслекен станцире вăй хурать. Вăл мăшăрĕпе Энтриел ялĕнче пурăнать.

Асатте тарăннăн сывласа илчĕ те сăмаха малалла тăсрĕ:

— Асаннÿпе пĕрле 36 çул пурăнтăмăр. Йывăрри те, çăмăлли те пулнă пурнăçра. Пĕр-пĕрне яланах ал панă.

— Асатте, эсĕ манăн аттене комбайнпа ĕçлеме хăçан вĕрентнĕ?

— Аçуна 15 çулта чухнех хама пулăшма тырă вырма илсе çÿреттĕм. Пĕчĕккĕн механизатор ăсталăхне алла илчĕ. Комбайн пайĕсене пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек пĕлетчĕ. Манран кая мар комбайна çÿретме вĕренсе çитрĕ. Ку маншăн — телей!

Манăн 12 мăнук тата 6 кĕçĕн мăнук вĕт! Шел, асаннÿ çак савăнăçа кураймарĕ.

...Нумайччен пычĕ пирĕн калаçу. Чĕрере мăнаçлăх туйăмĕ çуралчĕ. Мĕн тери ырă, ăслă, ĕçчен манăн асатте! Унра çамрăклăхри хастарлăх упранать. Хаклă çыннăма çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă май çапла калас килет: «Асатте! Юратнă асаттеçĕм! Санăн ырă ятна, чысна нихăçан та варалас марччĕ!»

Тоня ТЯПУШОВА.

Шăмăршă районĕ, Палтиел.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.