Тоня ТЯПУШОВА

11 Çурла, 2016

Асаттеçĕм, асатте

Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕпе «Тантăш» хаçат редакцийĕ йĕркеленĕ «Рабочи профессийĕ ялан хисепре» конкурса тĕрлĕ районтан çырусем килеççĕ. Сăнÿкерчĕксем, презентацисем, прозăлла хайлавсем яраççĕ вулакансем. "Ял хуçалăхĕнче, завод-фабрикăсенче ĕçлекенсем çинчен конкурс ирттерсе пысăк ĕç тăватăр. Тавах уншăн. Пире, ялти шкул учителĕсене, конкурс кĕске вăхăтра иртни пăшăрхантарать. Ялта ку хушăра — хĕрÿ вăхăт: çĕр ĕçĕсем. Конкурса тепрер уйăх та пулин тăсасчĕ", — тесе çырать Йĕпреç районĕнчи Буинск поселокĕнче химипе биологи вĕрентекен Л.А.Николаева.