МĔНЛЕ МИНТЕР ЛАЙĂХРАХ?
Ирсерен вăраннă хыççăн ывăнчăклăх ниепле иртмест, пуç ыратать, ĕнсе канăçсăрлантарать, юлашки вăхăтра ыйхă канлĕ мар, юн пусăмĕ сикет пулсан сăлтавĕ минтерте пулма пултарать. Мĕнлине суйламалла-ха? Çак сĕнÿсене шута илни кирлĕ пулĕ.
Ортопеди минтерне тата хытă минтере хускану аппарачĕн чирĕсемпе аптракансен кăна туянмалла.
Сывлăх енĕпе кăлтăк çук çынсем валли вăтам хытă минтер е ĕнсе айĕ путăклă валик меллĕ.
Айăк çинче выртнă чухне мăйпа хулпуççи хушшинчи кĕтес тÿрĕ пулмалла. Минтер çÿллĕшĕ хулпуççи сарлакăшĕпе танлашмалла. 9-14 сантиметр пулни виçеллĕ. Сарлака хулпуççиллисен — 14-17 сантиметр.
Формине çухатсан, лайăх мар шăршă кĕрсен, пуç лĕкĕленме пуçласан, çывăрса тăнă хыççăн пуç е мăй ыратсан минтере çĕннипе улăштармалла.
Çавăн пекех минтер ăшне мĕн тултарни те пĕлтерĕшлĕ. Йĕркипе палăртса тухар-ха.
Тĕве /сурăх/ çăмĕ
Лайăх енĕсем:
- сывлăш кĕме пултарать;
- нÿрĕке парăнмасть;
- нумая пырать;
- тусан пухмасть.
Япăх енĕсем:
- аллерги витĕмĕллĕ;
- хими мелĕпе тасатмалла.
Акăш /хур/ мамăкĕ
Лайăх енĕсем:
- кĕлетке формине йышăнать;
- кĕпе çумалли машинăна яма юрать;
- формине хăвăрт тавăрать.
Япăх енĕсем:
- аллергие хĕтĕртет;
- чылай вăхăт типет.
Бамбук
Лайăх енĕсем:
- аллергие пуçармасть;
- бактерисене, кăмпана хирĕçле витĕмлĕ;
- çăмăллăнах çăвăнать.
Япăх енĕсем:
- нÿрĕлле таткаланать.
Хуратул хуппи
Лайăх енĕсем:
- аллергие пуçармасть;
- мăй, пуç формине йышăнать.
Япăх енĕсем:
- хытă;
- шавлă;
- нумая пымасть.
Синтетика
/синтепон, халофайбер, ытти/
Лайăх енĕсем:
- аллергие пуçармасть;
- çывăрнă чухне пуçа тĕрĕс хума май парать;
- тусан пухмасть.
Япăх енĕсем:
- нÿрĕке япăх туртса илет;
- пур тĕрлине те çума юрамасть.
“Сиплисем”
- Кедр турпасĕнчен — сывлав çулĕсем тата чĕрепе юн тымарĕсем чирлĕ çынсем валли.
- Кедр йĕкелĕн е мăйăр хуппинчен — юн пусăмне йĕркере тытма.
- Курăксенчен — пуç ыратсан, ывăнчăклăхран, депрессирен, ыйхă вĕçнинчен пулăшать.
Комментари хушас