Çил-тăвăл алхассан пÿрт чĕтренет

9 Çĕртме, 2016

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри çамрăках мар хĕрарăм барак умĕнче хурăн вуттине çурнине асăрхасан çывăхарах пытăм. Тин кăна çăва тухрăмăр — мĕн тума кирлĕ ăна вутă? Мунча хутма-ши? Газ кĕртнĕ хыççăн хăшĕ-пĕри вутă хăçан çурнине те манма ĕлкĕрчĕ пулĕ. Икĕ хутлă йывăç çуртра этем пурăннăн туйăнмасть: чÿречисем унтан-кунтан ванчăк, пÿрт стени çĕрĕшнĕ. Шăрăхра тар юхтарса ĕçлекен Людмила Кузнецова пурттине пăрахрĕ, хăйĕн хваттерне кăтартма килĕшрĕ. Иккĕмĕш хута вăл пашка-пашка хăпарчĕ. Сывлăхĕ хавшанине те пăхмасть, арçынран кая мар вутă çурать ку хĕрарăм. «Кама шанас? Упăшка çук манăн. Чĕрепе аптăратăп, сывлăш пÿлĕнет», — терĕ цивилизаци ырлăхĕпе усă курайманскер. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.