Вăрçă кĕрленĕ вырăнта...
"Çĕнтерÿшĕн тав тăватпăр! Уяв ячĕпе саламлатпăр!" — шкул умĕнче пĕр саслăн кĕтсе илчĕç ветерансене Шупашкарти 29-мĕш шкул ачисем. Сумлă хăнасене ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунса виçкĕтеслĕ çырусем хатĕрленĕ вĕсем. Çакă йăлтах чуна ăшăтать, патриотизм туйăмне çирĕплетет.
Акт залĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалланă концерт пуçланчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине сăнлакан сăвă-юрă тăнăç пурнăçа упрама хистет. РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Галина Карсакова ятарласах виçкĕтеслĕ сарăхнă çырусем илсе килнĕ. Вĕсене Елчĕк районĕнчи Хăвăлçырмари Олимпий Сазонов çырни тавра сăмах пуçарчĕ вăл. Вăрçă ветеранĕ шкул директорĕнче нумай çул ĕçленĕ.
"Икĕ салтак 1-2 метр тăршшĕ пĕрене йăтса пыратчĕç. Снаряд сасартăк çурăлнăран пĕри тÿрех вилчĕ, тепри сусăрланмарĕ те...
Ку çырăва аннене ан кăтартăр — вăл макăрма пуçлĕ", — фронтран çапла çырать Олимпий Алексеевич.
Галина Демьяновнăн вĕренекенĕсем салтак çырнă виçкĕтеслĕ çырусем çинчен юрă шăрантарчĕç. Чăнах, хурлантарнă та, савăнтарнă та вĕсем, иртнĕ вăрçăн манăçми хыпарçисем.
Çакăнтах шкулти "Гвардеец" шырав отрячĕ вăрçă вăхăтĕнчи япаласен куравне йĕркеленĕ. Каска, винтовка, пульăсем, лаша хатĕрĕсем... çак таранчченех çĕр айĕнче выртнă.
Пĕтĕм Раççейри "Астăвăм вахти" акци çинчен хамăрăн хаçатра пĕрре мар çырнă. Хальхинче республикăн тĕп хулинчи 29-мĕш шкул ачисем Тверь облаçĕнчи Бельск районне тухса кайнă. 10-мĕш класс вĕренекенĕсем истори учителĕпе Олег Тюнтеровпа, тимĕрпе бетон хатĕрĕсен завочĕн генеральнăй директорĕпе Дмитрий Разинпа пĕрле палаткăра пурăннă. Çак йыш çулçÿреве тĕплĕ хатĕрленнине пытармасть: архив докуменчĕсемпе паллашнă, "Çамрăк патриот" клубра вĕрентнине ăша хывнă. Ака уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк сивĕтни те, çумăр çуни те тăрăшса ĕçлеме чăрмантарман акцие хутшăнакансене.
Истори докуменчĕсенчен çакă паллă: ку вырăнта 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче стрелоксен 134-мĕш дивизийĕ хĕрÿ çапăçура юн юхтарнă. Çав йышра 150 ытла чăваш пулнă. Çавăнпах çак тăрăха суйласа илнĕ те "Гвардеец" шырав отрячĕ.
Вăрçă саманчĕсем нихăçан та манăçмĕç. Кавельщино çыннисем çамрăксене чикан хĕрарăмĕпе унăн икĕ хĕрĕн шăпи çинчен каласа кăтартнă. Вĕсене, партизансене пулăшса тăракансене, фашистсем тискеррĕн çакса вĕлернĕ. Кĕлеткисене темиçе кун никама та тытма ирĕк паман.
Паттăр çав хĕрарăмсен вилтăприне йĕркелесе хăварнă шкул ачисем. Икĕ хурăн хушшине нумай салтака пытарса хăварни тавра та сăмах пуçарнă çамрăксемпе ял-йыш. Çав вырăна та шыраса пăхнă вĕсем — вилтăпри тĕлне тупайман.
Çав тăрăхри хăш-пĕр ял çĕр çинчен çухалнине те палăртса хăвармалла. Бондаревăра, сăмахран, ватă пĕр хĕрарăм кăна пурăннине пĕлсе килнĕ вĕренекенсем.
Шурлăхра пилĕк таран лачакара ĕçленине аса илет Феликс Белецкий. Унта та хĕç-пăшал пайĕсене, лаша шăммисене чавса кăларнă вăл.
"Шкул ачисем кăнтăрлахи апата каймасăр ĕçлеме хатĕрччĕ. Андрей Захаров, тĕслĕхрен, çĕр айĕнчен пулемет кăларас тесе 5-6 сехет тăрмашрĕ", — теççĕ Олег Валентиновичпа Дмитрий Владимирович.
"Гвардеец" шырав отрячĕ çĕр айĕнчен кăларнă пур япалана та Шупашкара илсе килмен. Техника пайĕсене, тĕслĕхрен, унтах хăварнă. Ачасем тупнă пуртăпа, сенĕкпе ял çыннисем усă курĕç.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас