ЧР Пуçлăхĕн отчетне хаклаççĕ
Олег МЕШКОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ — Экономика политикин комитечĕн председателĕ:
— Тĕплĕ отчет. Калăпăр, ЖКХри, çуртсен капиталлă юсавĕпе çыхăннă ĕç-пуçа республика Пуçлăхĕ хăй сăнаса тăни кăмăллă. Мĕн туни çинчен кăна мар, малашне мĕн тумалли пирки те каларĕ — ăçта ĕçлесе çитерейместпĕр, ăçта юсамалла...
Агропромышленноç ыйтăвĕсемпе те ĕçлекен комитета ертсе пынă май мана Михаил Васильевич ял хуçалăх ыйтăвĕсене тĕплĕ тишкерни килĕшрĕ. Вăл АПКшăн пăшăрханни, ял ĕçченне пулăшма тăрăшни куçкĕрет. Çак пулăшу малашне те пулĕ. Отчетра мĕнпур ыйтăва çĕкленĕ, çавна май ун пирки ĕçре усă курмалли документ тенĕ пулăттăм.
Леонид ЧЕРКЕСОВ, Шупашкар хулин пуçлăхĕ:
— Правительство ĕçне хаклакан тĕплĕ доклад — Министрсен Кабинечĕн ĕçне пур енчен те тишкернĕ. Шупашкарти ăнăçлă ĕçлекен предприятисем пирки калани кăмăла кайрĕ. Шел те, йывăрлăха лекнисем те пур — «Промтрактор», «Промтрактор-Промлит», агрегат завочĕ... Вĕсем çывăх вăхăтра ĕçлесе каясса, тĕрлĕ шайри бюджета туллин налук хывма тытăнасса шанатпăр.
Тĕп хулан малашлăх пур. Юлашки çулсенче пуçласа инженери сечĕсене, газ валеçекен сетьсене юсама пултартăмăр. Куратпăр-çке, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче газпа çыхăннă инкексем пулаççĕ, çавăнпа та ку ĕç пĕлтерĕшĕ пысăк. Нумай хваттерлĕ çуртсене юсас енĕпе пурнăçланă ĕç те курăмлă — ăна та Михаил Васильевич ырласа хакларĕ.
Ирина ПИСЬМЕНСКАЯ, Россельхозбанк филиалĕн директорĕ:
— Чăваш Ен Пуçлăхĕн докладне интересленсе итлерĕм. Правительство ĕçĕн кăтартăвĕсем регион ертÿçисем республика аталанăвне тивĕçтермелли мерăсем йышăннине çирĕплетеççĕ. Ял хуçалăхĕнчи ырă туртăмсем пушшех савăнтараççĕ. Ман шутпа, хальхи тĕп тĕллев — отрасль аталанăвĕн хăвăртлăхне упраса хăварасси, çуракине вăхăтра ирттересси. Çурхи кун çулталăк тăрантарать вĕт. Россельхозбанк вара аграрисене кредит ресурсĕсемпе туллин тивĕçтерет. Пирĕн филиалта паян вăйра тăракан, çурхи ĕçсемпе çыхăннă кредит килĕшĕвĕсен шучĕ 220 ытла — пĕтĕмпе 1 млрд яхăн тенкĕлĕх.
Ольга ДЕНИСОВА, ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн членĕ:
— Ялсенче пысăк мар культура учрежденийĕсем туни тĕрĕс çул тесе шутлатăп. Ялти культурăна пулăшасси çинчен Михаил Васильевич питĕ ĕнентерÿллĕ каларĕ.
Хуласенчи культура учрежденийĕсем çине те алă сулман. Калăпăр, Культура институтĕнче юсав ĕçĕсене пурнăçларĕç — пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Паллах, культура учрежденийĕсен хăйсен ытларах ĕçлесе илме тăрăшмалла. Ку енĕпе тĕслĕх пур. Драма театрĕ Раççейри 1,1 пин ытла театр хушшинче халăх çÿресси, унăн интересĕ енĕпе 42-мĕш вырăн йышăннă — питĕ лайăх кăтарту. Çак тĕслĕхпе ыттисен те хавхаланмалла.
Докладра çавăн пекех çамрăксене Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси пирки те сăмах пулчĕ. Хăшпĕр çĕршыв Раççее хирĕç шăл хăйранă вăхăтра çитĕнекен ăрăва патриотизм никĕсĕ çинче воспитани пани питĕ кирлĕ. Паллах, республикăра çивĕч ыйтусем пур, çак условисенче культура ыйтăвĕсене тĕпе хума çăмăл мар, анчах — тĕпе хума тăрăшмалла.
Н.ДМИТРИЕВ ыйтса пĕлнĕ.
Комментари хушас