"Хыпар" вăйне ĕненĕр
21 Jan, 2016
Михаил АРЛАНОВ:
"Хыпар" Издательство çурчĕн
директорĕ - тĕп редакторĕ

110 çул каялла, 1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче, чăваш тĕнчине тĕлĕнтерсе тĕрлĕ наци çынни пурăнакан Хусан хулинче "Хыпар" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă. Тин çеç çунă таса юр пек шурă хут çинче пичетленнĕ çĕнĕ номере хĕл варринче алла илсен унăн пĕрремĕш редакторĕн, Хусан университечĕн профессорĕн Николай Васильевич Никольскин чун-чĕринче мĕн тери савăк кăмăл-туйăм хуçаланнă-тăр. Чăвашлăхшăн чăннипех те пысăк, вышкайсăр курăмлă ĕç - сăваплă мисси пурнăçланă ун чухне чăвашран тухнă малтанхи профессор. Çирĕплетсе калама йывăр: шухăшлама пултарнă-ши вăл тапхăрта 28 çулти пĕрремĕш редактор хĕнпе тухнă "Хыпарăн" кун-çулĕ тертлĕ те мухтавлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пуласса? Халĕ, Никольский "Хыпарĕ" 110 çул тултарнă кун, ĕнентерÿллĕн çапла калама юрать: Никольскипе пĕр шухăшлă çынсем кун çути панă "чун çимĕçĕ", унăн вăрлăхĕ чăнниех те тулли тĕшĕллĕ пулчĕ.

Пĕр ĕмĕр - историре пысăк тапхăр. Çакна çыхăнтараканни - саманасен кĕперĕ. 110 çул хушшинче "Хыпар" - тĕрлĕ çулсенче темиçе ятпа тухнă пулин те - хăйĕн тĕп миссине чыслăн тытса пычĕ. Николай Никольский хаçатăн пĕрремĕш номерĕнчех сăнарлăн каланă "хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ" тĕп шухăшĕ паян кунчченех, 21-мĕш ĕмĕрти çĕнĕ технологисен тапхăрĕнче, чĕнÿ пекех янăрать.

Раççей Федерацийĕнче, Атăл тăрăхĕнче халĕ тухса тăракан наци хаçачĕсем "Хыпартан" кăшт каярах тухма пуçланă. Чăваш этносĕн тĕп хаçачĕ, тен, ытти халăхăн интеллигенци хастарĕсене чăннипех те хăйсен пичет кăларăмне пĕрремĕш хут кăларма хавхалантарнă пуль. Никольский "Хыпарĕ" - Атăл тăрăхĕнче наци чĕлхипе пуçласа тухнă пĕрремĕш хаçат! Ку - истори факчĕ. "Хыпар" чăннипех те чăваш халăх культурин ылтăн фондĕнче. Вăл - чăваш çутлăхĕн Аслă Патриархĕ Иван Яковлев йĕркеленĕ алфавитпа, çырулăхĕпе* Пушкăрт çĕрĕ çитĕнтернĕ генилле сăвăçăмăр Кĕçтенттин Иванов çырнă вилĕмсĕр "Нарспи" поэмăпа тата Николай Ашмарин пухса хатĕрлесе кун çути кăтартнă 17 томлă чăваш сăмахĕсен словарĕпе пĕр ретре. Асăрхăр: И.Яковлев - Тутарстантан, К.Иванов - Пушкăртран, Н.Никольскийпе Н.Ашмарин Чăваш çĕрĕнчи кÿршĕллĕ хутлăхран. Тăваттăшĕ те чăвашлăхшăн ĕмĕр манăçми ĕç тунă, хăйсем хыççăн ырă ят хăварнă...

Историрен паллă, "Хыпар" хаçатăн кун-çулĕ, унăн малтанхи редакторĕсен, сотрудниксен шăпи çăмăл пулман. Революци хыççăн - "Хыпар"-2* хамăрăннисемех /"шуррисемпе хĕрлисем"/ влаç пайланă чухне юн тăкнă çулсенче - "Канаш"* çĕнĕ пурнăç тунă çулсенче - "Чăваш коммуни"... Пĕр-пĕрне ăнланманни, хирĕçтăру, сутни, вĕчĕрхенÿ-курайманлăх хăйĕн хура ĕçне пурнăçланă. Синкерлĕ саманасен шелсĕр саламачĕ пĕр шелсĕр çаптарнă, каснă, вăтăрнă. Инçех те мар йăлтăртатакан çăлтăрсем патне илсе пыракан çул тертлĕ те тумхахлă пулнă. Çапах та Николай Никольский никĕсленĕ "Хыпар" еткерçисем унăн халал евĕр янăракан - "пурне те пĕлес , пурнăçпа тан утас, ăслă пулас тесен "Хыпар" вулар" - чĕнĕвне ялав пек тытса пынă.

Çулсем иртсе пынă май çирĕплетсех çапла калама пулать: Никольский "Хыпарĕ" чăваш халăхне çутта кăларма, пĕр чăмăра чăмăртанма май панă. Ваттисем ахальтен каламан: пĕччен хулă авăнать. Тĕрĕсех - пĕрлĕхре вăй! Çакна "Хыпар" Издательство çурчĕ халĕ кăларса тăракан 15 кăларăм та ĕнентерÿллĕн çирĕплетет. Вĕсем пурте тĕп миссие - вулакана ырра вĕрентессине пурнăçлаççĕ. "Хыпар" хаçат вара Чăваш Енĕн пичетпе культура историйĕнче паллă вырăн йышăнать. "Хыпарçăсем" хаçат страницисенче республика историне çыраççĕ.

Чăваш прессин патриархĕ "Хыпар" 110 çул тултарчĕ. Çак дата Чăваш Республикинче тата унăн тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсемшĕн асра юлмалли, мăнаçланмалли пулăм. Иккĕленместĕп: шăпах Николай Никольский тивлечĕпе çуралнă "Хыпарăн" пархатарлăхĕпе "Сувар" /Тутарстан/, "Урал сасси" /Пушкăртстан/, "Канаш" /Чĕмпĕр/, "Самар ен" /Самар/, "Тăван" /Тюмень/ хаçатсем йĕркеленнĕ.

"Хыпар" пулнă, пур, пулать те" йĕркесем глобализаци анлăшĕнче нихăçан та хăйсен вăйне, пĕлтерĕшне ан çухаччăр. Интернет, тĕрлĕ сетьсен саманине те чăваш ятпах кĕтĕмĕр пулсан - пирĕн пуласлăх пурах. Нумай-нумай çул чăваш ятпах пурнар, "Хыпар" вулар, самана таппипе тан утар. Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи çырнă пек "...чăвашлăх пур-ха чунсенче!

Ун пиллĕ Ĕмĕрĕлĕхĕнче

Янрать Никольскийĕн "Хыпарĕ".

Çаплах пултăр! Уяв ячĕпе!