Халăх тупăшне тишкерĕç
РФ Правительствин 2010 çулхи чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнче социаллă-демографи ыйтăвĕсемпе статистика сăнавĕн тата халăх вилнипе, чирленипе, инвалида тухнипе пулакан экономика çухатăвĕсен мониторингĕн федераци тытăмне йĕркелесси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Росстат 2016 çулта социаллă демографи ыйтăвĕсемпе статистика сăнавĕсен федераци тытăмне пурнăçлассипе малалла ĕçлет.
Кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче халăх тупăшĕн тата вăл социаллă программăсене хутшăннин суйласа илнĕ черетлĕ сăнавне йĕркелеççĕ. Тĕллевĕ - шалăва, харпăр хăй ĕçĕнчен, харпăрлăхран илнĕ тупăша, пенсисен тата социаллă пособисен çемьесен пурлăх тĕлĕшĕнчи тăнăçлăхĕнчи пĕлтерĕшне палăртакан, халăхăн тĕрлĕ сийĕн тупăшĕн дифференциаци тата чухăнлăх шайĕсен улшăнăвĕнчи тенденцисене уçăмлатакан, çемьесем социаллă программăсене, пенси тата медицина страхованийĕсене хутшăнни, сахал тупăшлисене пурлăхпа хавхалантарни тата пулăшу пани, хÿтлĕх мерисемпе тивĕçтерни вĕсен тăнăçлăхне витĕм кÿни пирки статистика информацийĕ пухасси.
Сăнава Раççейре 2014 çулта ирттернĕ, унта 45 пин хуçалăха хутшăнтарнă, Чăваш Республикинче - 456 кил хуçалăхне / 2015 çулта - 45 пин тата 432 хуçалăха/.
Кăçалхи сăнавра Раççей Федерацийĕнче 60 пин объекта тĕпчĕç. Вĕсене малтан палăртмасăр суйласа илеççĕ. Ун пекккисем пирĕн хутлăхра 576: 336-шĕ - хуларисем, 240-шĕ - ялтисем.
Асăннă мероприятие Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Етĕрне хулисем, Йĕпреç поселокĕ, Янкăлч /Канаш районĕ/, Çĕнĕ Шăхран /Комсомольски районĕ/, Отарккă /Муркаш районĕ/, Напольное /Пăрачкав районĕ/, Чурачăк /Çĕрпÿ районĕ/, Ишлей /Шупашкар районĕ/, Палтай /Етĕрне районĕ/, Ĕнел /Елчĕк районĕ/ ялĕсем хутшăнĕç.
Сăнав ирттермешкĕн кил хуçалăхĕсен хăйсем хирĕç маррине пĕлтермелле, унăн тытăмне кĕрекен респондентăн пурăннă вырăнта ыйтусене хуравламалла. Ыйтăма Чăвашстатпа контракт тунă, ятарласа вĕреннĕ тата тивĕçлĕ удостоверени илнĕ интервьюерсем ирттереççĕ. 16 çул тултарнă çамрăксем хăйсемех пĕлтереççĕ, унран çамрăкраххисемшĕн - ашшĕ-амăшĕ е опекунсем.
Хуравсене сăмах тăрăх кăна çырса хураççĕ, кун пек чухне вĕсен тĕрĕслĕхне документпа çирĕплетмелле мар.
Суйласа илнĕ сăнавра пухнă информаципе статистикăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсене хатĕрлемешкĕн кăна усă кураççĕ, ăна сарма юрамасть. Хыпарлава демографи тата социаллă политика мерисене хатĕрленĕ, вĕсен эффективлăхне шутпа виçнĕ, çавăн пекех çĕршыври демографи лару-тăрăвне тата халăхăн тĕрлĕ ушкăнĕн пурнăç шайне хакланă чухне, нацин приоритетлă проекчĕсемпе патшалăх программисене пурнăçа кĕртнин мониторингне лайăхлатас ĕçре тĕпе хураççĕ.
Суйласа илнĕ сăнав пĕтĕмлетĕвне Росстат централизациленĕ майпа хатĕрлесе хăйĕн сайтне вырнаçтарать. Унпа пурте паллашма пултараççĕ.