- Чăвашла верси
- Русская версия
Хура кушак каçса кайсан...
Çăхав... Сăмахĕ мĕне тăрать? Çан-çурăма сив шатри кăларать. Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм шкулĕн директорĕ Зоя Васильева тĕлĕшпе те юлашки вăхăтра, тĕрĕсрех каласан, иртнĕ суйлавра районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ пулса тăнă хыççăн, çине-çине çăхав çыракансем тупăннă.
Çĕнĕ вăй
Çулталăк каялла директора вырнаçсан çĕнĕ вăй-халпа хавхаланса ĕçе пикеннĕскерĕн халĕ е прокуратура, е урăх инстанци валли материал хатĕрлеме тивет. Вăхăта çапла ирттериччен шкулшăн мĕн чухлĕ усăллă ĕç тума пулĕччĕ!
Зоя Васильева ертÿçĕ должноçĕнче 10 çул тăрăшнă, вăл шутра районти ача-пăча искусство шкулне 6 çул ăнăçлă ертсе пынă. Çынни çавнашкал, пур ĕçе те тĕплĕ тунине юратать. Çирĕп ыйтасси те пур пулĕ. Хĕрарăмăн правурлăхне пуçлăхсем асăрханă.
Директор вĕренекенсем шкулта килти пек хăтлă туйччăр, куçĕсем савăнăçлă çиçчĕр тесе чуна парса тăрăшма тытăннă. Кăçал, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн, Чăваш Сурăм шкулне юсамашкăн бюджет укçа уйăрнипе нумай пысăк ĕç пурнăçлама май килнĕ: спортзала çĕнетнĕ, шкул ÿсĕмне çитменнисем валли ушкăн уçнă. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри 25 пепке çÿрет.
Шкул сăн-сăпачĕ улшăннине, илемленнине эпир те асăрхарăмăр. «Халĕ вĕренÿ çурчĕ умĕнчен иртсе çÿреме те кăмăллă», - тенине темиçе çынран та илтрĕмĕр. Малалла вулас...
Комментари хушас