Рынокри кăткăслăха сирме кăна мар, тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама та май килĕ

14 Юпа, 2015

Чăваш Ен экономикине пĕр тикĕс аталантарас тата социаллă тăнăçлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе республика Пуçлăхĕн 2015 çулхи февраль уйăхĕн 13-мĕшĕнчи 66-рг-мĕш йышăнăвĕпе Чăваш Республикин экономикине 2015-2017 çулсенче пĕр тикĕс аталантармалли тата социаллă тăнăçлăхпа тивĕçтермелли план çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн тĕп çул-йĕре - импорта улăштарассине, экспорта, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе, экономикăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ отраслĕсене пулăшассине, граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтермелли тата республикăн ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли мерăсене - пурнăçа кĕртме палăртнă.

Республикăри ĕçлев тытăмĕнчи тата ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва малтанласа палăртнă чухне тĕрĕс тата обћективлă хаклас тĕллевпе Раççей Ĕç министерствин тĕрлĕ формăпа ирттерекен мониторингсăр пуçне Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби отрасльсен министерствисемпе, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕрле 100 çынран пысăкрах йышлă 300 организацири экономика лару-тăрăвĕ еплерех йĕркеленсе пынине сăнаса тăрать. 2015 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче экономикăн тата политикăн тулашри коньюктурин тăнăçсăрлăхĕ витĕм кÿнипе экономика лару-тăрăвĕ йывăрланма пултарасси пирки 10 пин ытла çынна тулли мар режимпа ĕçлеттерме прогнозланă 25 вăтам тата пысăк организаци пĕлтернĕ. Шăпах çак кăтартусене тĕпе хунă та ĕнтĕ Чăваш Республикинче 2015 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли хушма мерăсен республикăри программин Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Раççей Федерацийĕн Правительствин 2015 çулхи январь уйăхĕн 21-мĕшĕнчи 35-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн малтанласа хатĕрленĕ проектĕнче. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.