Коррупци - хушаматсăр, адрессăр-и?

9 Юпа, 2015

Республикăра коррупцие тĕпĕ-йĕрĕпех кăкланă тейĕн... Коррупци ыйтăвĕпе ирттерекен сумлă канашлура шăв-шав çĕкленĕ пĕр преступлени пирки те каламаннине, киревсĕр çул çине тăнă пĕр чиновник хушаматне те асăнманнине урăхла тата мĕнле хаклăн? Çавăнпах-тăр кунашкал пухусенче сенсаци йышши хыпарсем илтме хатĕрленсе килнĕ журналистсенчен чылайăшĕ ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн юнкунхи ларăвĕ вĕçленессе те кĕтмерĕ - тухса утрĕç.

Чи малтанах, паллах, республика прокурорĕ хивре калаçасса шаннăччĕ. Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать тенешкел. Анчах пĕчĕк тата вăтам предпринимательĕх субћекчĕсене патшалăх енчен пулăшнă чухне коррупцирен сыхланмалли мерăсем йышăнни пирки сăмах илнĕ Сергей Легостаев хăйĕн доклачĕпе МИХсен представителĕсене нимĕн чухлĕ те тĕлĕнтермерĕ. Çапла, йĕркене пăснă тĕслĕхсем пур, анчах вĕсем йăлана кĕнĕ теме çук-мĕн. Муниципалитетсенче предпринимательсене пулăшмалли тивĕçлĕ программăсене çĕнетмеççĕ е вĕсем вуçех те çук. Ку енĕпе право хуралĕн органĕсем кăçал пĕтĕмпе те пĕр уголовлă ĕç кăна пуçарнă иккен, ăна тĕпчеççĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.