Ятсăр статья
Статья ячĕ çырма ларса пĕрремĕш сăмахсене шурă хут çине куçариччен нумай чухне çăмăллăнах çуралать - мĕн çырмаллине, вулакана мĕн каламаллине пĕлсе тăнă чух. МĔН калассине халĕ те пĕлетĕп-ха, МĔНЛЕ каласси кăшт минретет пуçа. Ара, республикăра тухса тăракан, хăйне оппозици тесе палăртакан пĕр хаçат, Э.Мочалов алă пусаканскер, чăваш хĕрарăмĕн ятне сĕмсĕррĕн варалама тăнă та... Çав сĕмсĕрлĕх аптăратса янипе шухăшсем те арпашăнаççĕ пăртак. Çын тени çапла териех хăрушă пулни тĕлĕнтерет. Мĕн çитмест-ха этеме? Пĕр-пĕрне кăшлатпăр-çапăçатпăр, ним айăпсăр çынна варалама тăрăшатпăр... Мĕншĕн? Выçă ларатпăр-и? Хĕвел айĕнче вырăн çитмест-и? Хăйне тĕкĕнмен чух, тутă чух тискер кайăк та теприне тапăнмасть. Чăн та, çын тискер кайăкран та хăрушăраххине хамăр курса ĕнентĕмĕр...
Юрать, тĕплĕнрех каласа кăтартар. Çак кунсенче редакцие усал хыпар çитрĕ. Хайхи çав хаçат /те хаçат темелле ĕнтĕ ăна, патшалăх регистрацийĕ витĕр те тухманскерне/ "Чăваш хĕрарăмĕнче" кун çути курнă статьяна тытнă та пирĕнтен ирĕк ыйтмасăрах пичетленĕ. Пирĕн пурлăхпа усă курассине эпир хирĕç мар-ха, пушшех те - ку тĕслĕхре статья авторне те, хаçат ятне те палăртнă. Анчах та çав вăхăтрах рубрикине тата ятне хăйсене кирлĕ пек улăштарнă. Мĕнлерех улăштарнă-ха тата! Унсăр пуçне статья пуçламăшĕнче тата варринче хăйсем çырнă сыпăксене кĕртсе лартнă. Çапла майпа пирĕн журналист Татьяна Наумова Чăваш Республикин прокуратурин материалĕсемпе усă курса хатĕрленĕ статья, сусăр ача ÿстерекен çемьен тата вăрçă ветеранĕн прависене хÿтĕлесе çырнăскер, асамлă майпа... Игнатьева хирĕç пулса тухнă. Сăнарлă каласан, Татьяна "çуратнă" Ваççа... Наççана çаврăннă. Суйлав умĕнхи чи хĕрÿ тапхăр... Михаил Васильевич ун чухне республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Мĕн кăна каласа хăртман пулĕ унта Михаил Игнатьева! Статья авторне çаплипех хăварнине пула çак таса мар япалана пирĕн журналист çырнă пулса тухать. Тĕлĕнмелле, мĕншĕн шăпах "Чăваш хĕрарăмне" суйласа илнĕ-ха? Хаçат авторитечĕпе, ят-сумĕпе усă курас тенĕ-тĕр... Кун пек тĕслĕх, чăн та, суйлав тапхăрĕсенче пулкаланă, анчах та пирĕн тиражпа пархатарлă тĕллевпе кăна усă кураканччĕ. Хальхинче "Чăваш хĕрарăмĕн" чиновниксене критикленине пачах тепĕр май çавăрса лартнă. Тепĕр тесен, критика кирек хăш хаçатра та пичетленмест-и вара? Çапла, эпир чиновниксен е ыттисен йăнăшĕсене асăрхама, ун пирки хаçатра çырма шикленместпĕр. Анчах та нихăçан та ют ят хыçне пытанмастпăр, урăх хаçатри статьясемпе те витĕнместпĕр. Çакă уçăмлă, "Чăваш хĕрарăмĕ" - халăх юратса вулакан кăларăм, çакăнпа усă курса суйлавра Игнатьева ура хума хăтланнă та усал шухăшлă вăйсем. Анчах та вĕсем çакна шута илмен: вулакан та, суйлакан та - айван мар. Хурапа шурра аванах уйăраççĕ пирĕн туссем - çакна иртнĕ суйлав пĕтĕмлетĕвĕсем çирĕплетеççĕ. "Чăваш хĕрарăмĕн" страницинче яланах объективлă критика кăна пулнă, пулать те. Килпетсĕр сăмахсем вара - пирĕн хĕç-пăшал мар. Тĕрĕссипе, чăваш хĕрарăмĕ аллине хĕç-пăшал тытассинчен Турă сыхлатăр. Ачашлăх, çепĕçлĕх, юрату - унпа усă курсах тĕнчене парăнтарать хĕрарăм. Малашне те çапла пултăрччĕ.
...Çапла, статьяна çырса пĕтерсе вĕçне пăнчă лартсан та ячĕ пирки нумай шухăшларăм. "Чăваш хĕрарăмĕ" - утиял мар", "Ваççа вырăнне - Наççа", "Ултавăн ури кĕске", "Усалăн ĕмĕчĕ пурнăçланаймарĕ", "Таса çумне пылчăк çыпăçмасть", "Тытăр ăна, тытăр - тытăр статья вăррине!"... Кун пеккине речĕпех тăсса кайма пулать: хăвна хăшĕ килĕшет - çавна суйла, вулаканăм. Кун пекки - статьяна ячĕсĕр пичетлени - халиччен пулманччĕ-ха. Анчах та "Чăваш хĕрарăмĕнче" пичетленнĕ материала çапла пĕр намăссăррăн вăрласа журналист ятне варалас тенине те халиччен курманччĕ. Çак хаçат тилхепине нумай та мар, сахал та мар, 15 çул тытса пыратăп пулин те. Çавăнпа та халичен пулман тепĕр ĕç тăвас терĕм - статьяна ятсăрах пичетлерĕм.
Усал, тепĕр тесен, кирек мĕнле утăмшăн та, явап тытмалли паллă. Статья вăррисем тĕлĕшпе лару-тăрăва Муркаш район прокуратури уçăмлатĕ. Ĕç-пуçпа вулакана паллаштарсах тăрăпăр.
Маргарита ИЛЬИНА
Комментари хушас