Пиччĕшĕпе шăллĕ пĕр-пĕрне 73 çултан тупнă

9 Авăн, 2015

Вĕсене вăрçă уйăрнă

Вăрçă пуçланнă чухне Насип тата Тимербулат Хайбуллинсем Пушкăртстанăн кăнтăр енче Давлеткулово ялĕнче пурăннă. Пĕчĕк ялтан фронта 76 арçын, çав шутра арçын ачасен ашшĕ те, тухса кайнă.

- Çимелли çукчĕ, çынсем тифа пула вилетчĕç, - аса илет Тимербулат. - Чи малтан 2 çулти йăмăкăм вилчĕ, ун хыççăн - анне. Насиппа иккĕнех тăрса юлтăмăр. Эпĕ - 12 çулта, вăл - 6-ра.

Хăех ача çуртне леçнĕ

Тăванĕсене пытарсан аслисенчен тахăшĕ Тимербулата каламасăр чăтайман: выçă ялта эсир сывă юлаймастăр, шăллуна ача çуртне леç.

- Эпĕ ăна хамах унта илсе кайрăм, - ассăн сывлать пиччĕшĕ. "Насип, эсĕ кунта пĕр вăхăт пурăн-ха, кайран килсе илсе кайăп", - терĕм. Анчах нимĕн те пула пĕлмерĕ...

Тимербулата хăйне Белорецка фабрика-завод ĕçне вĕренекенсен шкулне ăсатнă. Тепĕр çур çултан арçын ачан шăллĕне çав тери курас килнĕ, вăл шкултан тарнă. Çÿхе кĕпепе, çарран пулнă, çапла 300 çухрăм утнă. Тăван ялне таврăннă та тĕлĕнсе тăнă: ашшĕ-амăшĕн çуртне сÿтсе вутă вырăнне усă курма ĕлкĕрнĕ, çĕр каçмалли вырăн та пулман. Ача çуртне вĕçтернĕ. Анчах Насип унта пулман ĕнтĕ: арçын ача чирленĕ, ăна Ĕпхĕве сипленме янă.

Тимербулат Белорецкра пурăннă вăхăтра тăван ялне, аманнă хыççăн, ашшĕ таврăннă, анчах кил-çуртне те, çемйине те тупайман. Текех вара вĕсем пĕр-пĕрне курайман: 1943 çулта Фатхислам Хайбуллин Сталинграда хÿтĕленĕ чухне хыпарсăр çухалнă.

- Эпĕ тăван ялта юлтăм, - калаçăвне малалла тăсать Тимербулат. - Кÿршĕсем патĕнче пĕр чашăк апатшăн чура пек ĕçлеттĕм. Пĕрмаях шăллăма шырарăм - вăл шыва путрĕ тейĕн. Малалла вулас...

Эльвира ИБРАГИМОВА.

/"Комсомольская правда"/

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.