Пушхир те, чăтлăх та хăратмасть ăна
Республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕн ертÿçипе Лариса Егоровăпа 2000 çултанпах туслă. Паллашнă чухне 13 тĕпренчĕкĕнчен кĕçĕннисем шкул çулне çитменччĕ. Халĕ пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă ĕнтĕ вĕсем. Маншăн çаплипех кашнин шăпи кăсăклă.
Комитет ĕçне хамăр хаçатра çутатсах тăратпăр. Лариса Ивановна кирек хăçан та çынна пулăшма хатĕррине вулакансем тахçанах ăнланса илнĕ ахăр. Çав хушăрах килти пур ĕçе те вăхăтра тума ĕлкĕрет вăл. Вăй-халĕ, хавхаланăвĕ ăçтан тупăнать-ши унăн?
"Хальхинче йывăрлăха мĕнле çĕнтермелли тавра сăмах хускатар-ха", - сĕнет çаврăнăçуллăскер. Нихăçан та çухалса каймалла марри, ыррине шанмалли тавра калаçатпăр унпа. Паян тĕрĕс çул çинчен пăрăннă çын сахал-и? Çакна пула тĕпренчĕксем ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр, ăшшисĕр çитĕнеççĕ. Çемье саланать... Апла пулмалла мар-çке. "Манăн çакнашкал çынсене тиркеме ирĕк çук. Вĕсем хăçан та пулин тăна кĕрессе, хăйсемшĕн кăна мар, ыттисемшĕн те яваплă пулнине ăнланасса шанас килет. Манăн тĕслĕх кама та пулин пурнăçа хаклама вĕренттĕрччĕ", - тет Калининград облаçĕнче çуралнă, Чăваш Республикинче тĕпленнĕ хĕрарăм. Чăнах, эпир пурте çут тĕнчене телей курма килетпĕр.
Пурнăç нумай лăсканă Лариса Егоровăна, анчах пурпĕрех хуçайман. 15 çул каялла майсăр ÿкнине пула алли-ури ĕçлеме пăрахнă унăн. Ывăлне, мăшăрне пытарнă, операци сĕтелĕ çине темиçе хут выртнă вăл. Халĕ пĕччен, мăшăрсăр...
Ĕçе юратни кирек ăçта та хăйне хăтлă туйма пулăшать Лариса Ивановнăна. Кăçалхи çуркунне упăшки çуралнă тăрăхра, Етĕрне районĕнчи Исментерте, пÿрт илнĕ лара-тăра пĕлменскер. Амăшĕ патне ачисем, мăнукĕсем пĕрин хыççăн тепри килсе çÿреççĕ, пулăшаççĕ.
"Эпĕ виçĕ сехет çурăранпах ура çинче. Мана аçаçури, çар çынни пулнăскер, ачаллах ĕçе хăнăхтарнă. Пĕчĕк кĕвентепе таçта аякка шыв йăтма çÿреттĕм. Вунă çултанпах ĕне сăватăп", - тет Лариса Егорова.
Темиçе уйăхра самаях тĕрекленнĕ унăн хуçалăхĕ. Пÿрте те, хуралтăсене те юсаса çĕнетнĕ.
Пахчаçимĕç тухăçĕпе савăнтарать. Яланхи пекех çĕр-çĕр банка хупать хĕрарăм: маринадлать, тăварлать, салат тăвать. Килен-каян пур хăнана та тĕпсакайĕнчи çимĕçпе хăналать ăшă чунлă кил хуçи. Кучченеç те чиксе парать.
Хальхинче те апат-çимĕçпе тулчĕ унăн сарлака сĕтелĕ. Сĕт, турăх, тăпăрч татăлмасть çакăнтан. Кăшт пушансанах Лариса Ивановна сыр хатĕрлеме пуçлать. Мăнукĕсем çывăрса тăнă тĕле кулач та, кукăль те пиçсе тухать унăн.
Ялта выльăхсăр, кайăк-кĕшĕксĕр пурăнма хăнăхман хĕрарăм. Çĕнĕ килте икĕ качака путекĕ, ĕне, кроликсем, 50 ытла кăвакал, хур, чăх-чĕп тытма пуçланă. Çитес çул çак йыша татах пысăклатасшăн.
"Манăн теплицăри хăяр та çынсеннинчен маларах çимĕç пама пуçлать. Халĕ те кулленех татса çиетпĕр", - пахчана илсе тухрĕ Лариса Ивановна. Вăл çĕр ĕçне юратни никам каламасăрах паллă. Куçса килсенех улма-çырла, иçĕм çырли хунавĕсем лартнă. Вĕсем те вăй илме ĕлкĕрнĕ, тÿпенелле кармашаççĕ.
"Çын пурăнман утрава, пушхире е вăрман чăтлăхне лексен те чĕрĕ юлăп. Пурнăçа йĕркелесе яма май шыраса тупатăпах", - çирĕплетсе калать нумай ача амăшĕ. Чăн та, çын кирек хăçан та пурнăçа çĕнĕрен пуçлама пултарать. Çăмăлах пулмĕ паллах. Анчах йывăрлăх та кăмăла çирĕплетет.
Чей илме укçа çитмест-и? Ура айĕнчи сывлăхшăн сиплĕ курăка е хурлăхан, хăмла çырли, чие çулçине типĕтме ÿркемелле мар çеç. Лариса Ивановна хĕл каçмалăх хатĕрлесе хунă ĕнтĕ.
Унпа хутшăнакан кашни çын пĕр самантлăха та пурнăçа юратма пăрахмалла маррине ăша хывĕ. "Çут тĕнчене вăхăта усăсăр ирттерме килмен эпир. Пирĕн хыççăн мĕнле йĕр юлĕ?" - тет пысăк чĕреллĕ хĕрарăм.
Пĕр мăнукĕ чирленĕччĕ те - ун патĕнчех тăпăртатать кукамăшĕ. Лариса Ивановна ыйтнипе Егор сасăпах кĕлĕ вуларĕ. "Эпĕ Турра ĕненетĕп, ачасемпе мăнуксене те çынлăх йĕркипе пурăнма вĕрентетĕп", - калаçăва тăсать хĕрарăм.
Унăн ырă кăмăлĕпе чун ăшши иксĕлми. Хăй çиес çăкăра малтан ачисене панă, халĕ алă тăсса тăракан кашни çынна тыттарма хатĕр. Вăл урăхла пултараймасть. Ырă туни вара хăйнех хăпартлантарать. Çакăншăн никам та çука юлмĕ. Чиркÿ çыннисемпе тачă çыхăну йĕркеленине те палăртмасăр иртеймĕн. Вĕсемпе пĕрле ытлă-çитлĕ пурăнма вăй çитереймен çемьесене пулăшать. Пĕрер михĕ макарон е çăнăх, ытти апат-çимĕç, çи-пуç леçнине хам та курнă.
"Хăйсене пăхакан хĕрарăмсене кăмăллатăп. Кил таврашĕ те илемлĕ пултăр вĕсен. Йĕри-тавра чечек шăрши сарăлтăр", - палăртать ял çынни. Хăй темĕн тĕрлĕ чечек лартса тултарнă. Георгинăпа гладиолус çеçкисем аякранах курăнаççĕ.
Çамрăк çемьесем хăйсене ятăн кĕтес тупайманшăн пăшăрханаççĕ, çын патĕнче пурăнаççĕ. "Пирĕн яла килччĕр вĕсем. Кунта йÿнĕпех çурт илме пулать. Ĕçлеме кăна ан ÿркенччĕр. Вара çум курăкĕ кашлакан вырăнта та чечек çитĕнме пуçлĕ. Ун чухне йĕри-тавралăхпа киленес килĕ", - пĕтĕмлетет Лариса Ивановна.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас