Сăввисенче - уçăмлăх, сăнарлăх
Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсен вĕçĕнче паллашрăм эпĕ Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕнче Аслă Çĕнтерÿ хыççăн, 1945 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче, çуралнă Александр Моисеевич Ильинпа. Атăл леш енчи Кăкшăмра, чăваш çыравçисен "Çилпи" пултарулăх çуртĕнче, республикăри Писательсен союзĕ çамрăк çыравçăсене пухса семинарсем тăтăшах ирттеретчĕ, вĕсене ятлă-сумлă çыравçăсемпе тĕл пулса калаçма майсем туса паратчĕ.
Ун чухне эпĕ тин çеç тухма пуçланă "Хатĕр пул" журналта тĕп редакторта ĕçлеттĕм. Шăп çавăн чух паллашрăм та хамран виçĕ çул çеç кĕçĕнрех Александр Ильинпа. Çав вăхăт тĕлне вăл Çĕрпÿри ялхуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухма та, Совет Çарĕнче службăра тăма та, Çĕрпÿри "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕнче инженерта ĕçлеме те, Чăваш ялхуçалăх институчĕн механизаци факультетĕнче вĕренсе инженер дипломне илме те ĕл-кĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Пĕр шутласан, ялхуçалăх техникин ăсти, хăйĕн пурнăçне пĕтĕмпех производство ыйтăвĕсемпе çыхăнтарнă çын литературăран аякра тăмалла пек. Анчах Александр Ильина поэзи тĕнчи те канăç паман иккен. Ăна тăван çĕрĕн ытарайми илемĕ, çутçанталăкăн асамлă вăй-хăвачĕ, сĕм авалтан пыракан халăх йăли-йĕрки, сăвви-юрри, ташши-тĕрри, çутă та ырă йăлисем хавхалантарса, вăй парса тăнă. Çак хăватлă туртăм ăна Мускаври А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтне илсе çитернĕ, унтан ăнăçлăн вĕренсе тухса профессионал писатель пулса тăнă. Унччен тахçан Çĕрпÿ район хаçатĕнче пĕчĕк сăвăсем пичетленĕ çамрăкăн хайлавĕсем республикăри хаçат-журналта, уйрăм тухакан кĕнекесемпе учебниксенче, хрестоматисенче пичетленме пуçлаççĕ. Композиторсем унăн сăввисемпе юрăсем çыраççĕ. Александр Ильин 1999 çулта Çеçпĕл Мишши фончĕ аслă поэтăмăрăн çĕр çулхи юбилейĕ ячĕпе ирттернĕ литература конкурсĕнче малти вырăна тухать, хăйĕн "Çеçпĕл халалĕ" поэмипе çĕнтерÿçĕ пулса тăрать.
А.Ильин поэт пултарулăхне кăмăлланă Юрий Айдаш палăртнă тăрăх - унăн сăввисем лирикăлла геройăн кăмăл тасалăхĕ, тĕнче çине вăл уçă сăн-сăпатпа пăхнипе чун-чĕрене тыткăнлаççĕ. Поэтăн чĕлхи - çыпăçуллă та таса. Малалла вулас...
Порфирий АФАНАСЬЕВ,
Чăваш халăх поэчĕ
Комментари хушас