Тăлăха макăрма ан вĕрент
Журналистика çулĕ ăçта кăна çитермерĕ-ши мана? Совет самани вăхăтĕнче Совет Союзĕнчи чи илемлĕ те пуян хуласенче те, чикĕ леш енчи чылай-чылай çĕршывра та пулма тÿр килчĕ. Хитре те илемлĕ вырăнсем, паллах, чуна çĕклетчĕç, хăйсем патне туртатчĕç. Анчах та Чăваш çĕрĕнчен пĕр самантлăха та уйрăлас килмерĕ. Упăшка вилнĕ хыççăн питĕ çамрăкла икĕ ачапа тăрса юлнăскер йывăр вăхăтсенче пуçа час-часах «Мускава е çурçĕр еннелле тухса каймалла мар-ши?» тесе килекен шухăшсене хирĕçлесе «Çук, пурăнаймастăп эпĕ тăван тăрăхсăр» тесе пĕтĕмлетÿ тăваттăм, малалла ĕçлеттĕм. Ырă та йĕркеллĕ çынсемпе тĕл пулаттăм, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ çинчен Чăвашрадио, телекурав передачисенче, хаçат-журналта каласа параттăм.
Лайăххисем лайăххипех юлĕç. Йывăр вăхăтсенче йăпанмалăх, аса илмелĕх. Манăн паянхи калаçăвăм пачах урăххи çинчен пулĕ. Хам çыравçă пулни пирки мухтанаймастăп. Турă панипе - чăвашла илемлĕ хайлавсем тума пултарнипе - кирлĕ чухлĕ усă кураймарăм, йывăр пурнăçăн тарăн çырмине хăрушшăн кĕрсе ÿкнипе вăхăтран вăхăт пултарулăх çулĕнчен пăрăнма тиврĕ. Халĕ, çулсем иртсе пынă май, иртнисене аса илетĕп те - кулянмаллисем, шухăшламаллисем тупăнсах пыраççĕ. Пăшăрханмалли сахал мар терĕм. Мĕншĕн? Пирĕн професси кирек мĕнле пулăма та уççăн çутатма, кирек мĕнле событи çинчен те тĕрĕссине çырса кăтартма хушать. Чăвашрадиора ĕçленĕ чухне «Ăраскал» передача валли халăха интереслентерекен кăларăмсем хатĕрлеттĕм. Тĕрĕс адресĕсене палăртса, айăпа кĕнĕ çынсен ячĕ-хушаматне пĕлтерсе вĕсен хитре мар ĕçĕсем çинчен республика илтмелле каласа кăтартаттăм. Эрех ĕçсе сăн-сăпатне пĕтернĕ, çынлăха çухатнă хĕрарăмсене уйрăмах сивлеттĕм. Суд ларăвĕсенче хатĕрленĕ радиорепортажсене, çамрăк хĕрарăмсенчен тăван ывăлĕ-хĕрне туртса илсе вĕсене ача çурчĕсене пани çинчен хатĕрленĕ материалсене халăх чăтăмсăррăн кĕтетчĕ... Малалла вулас...
Вера САВЕЛЬЕВА,
Чăваш писателĕсен, Раççей Журналистсен союзĕсен членĕ.
/«Тăвар сапнă суран» кĕнекерен/
Комментари хушас