Ветеран чăвашсен ятĕнчен Путина саламланă

21 Çу, 2015

Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнакан Иван Торин ветеранăн кăçал çĕршывăмăрăн тĕп хулинчи Çĕнтерÿ парадĕнче пулма май килнĕ. 90 çула пуснăскер Мускавран мĕнле шухăш-кăмăлпа таврăннине пĕлес тĕллевпе Иван Тимофеевичпа тĕл пултăм.

Вуннăмĕш класс вĕренсе пĕтеричченех, 17 çулта, çар комиссариатне чĕннĕ Иван Торина. Шкул саккинченех алла пăшал тытнă çамрăка паянхи кун та çавна аса илме питĕ йывăр. Иртнине куç умне кăларсан вут-çулăмлă хĕн-асапа чăтса тухнăскерĕн куçĕ шывланчĕ.

Можга хулинче пулемет, миномет, артиллерие вĕреннĕ хыççăн вĕсен çарĕ Сталинградри çапăçăва хутшăннă, тăшмана тĕп туса Курск пĕккине çитнĕ. Нумай салтак пуç хунă унта, чылай танк çухатнă. Пурпĕрех фашистсене çĕнтернĕ. Гитлер эшкерне тапăнса кĕнĕ çапăçура, Украинăра, Иван Тимофеевич, ку вăхăта танк командирĕ пулнăскер, хытах аманнă.

- Манăн танк çунма пуçларĕ. Ыттине нимĕн те астумастăп, тăн çухатнă. Çунакан танкран хамах тухайнă-ши, çын пулăшнă-ши? Вăрманта тăна кĕтĕм. Тумхахлă çулпа чупакан лаша урапи çинче сурансем ытла хытă ыратнăран ерипенрех кайма ыйтрăм. Палламан арçын тăшманран хăвăрт тармаллине, госпитале часрах çитмеллине каларĕ. Тата ман пурнăç хăрушлăхра пулнă. Темĕнле лаша витине вырнаçтарчĕç. Питĕ апат çиес килчĕ çав вăхăтра. Мана какай татăкĕ тыттарчĕç, ун пек тутлă аш эпĕ нихăçан та çисе курман. Унăн тути халĕ те чĕлхе çинчех, - аса илчĕ ветеран. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.