ХĂЛХА СИСТЕРЕТ
29 Ака, 2015
Хăлха çунатти - уйрăм зона. Унта организмăн мĕнпур пайĕнчен сигнал килет.
- Сывă çынсен хăлха çунатти хытă, кĕренрех тĕслĕ.
- Хăлха çунаттисем ăвăс тĕслĕрех шуранка пулни юн çаврăнăшĕ пăсăлнине пĕлтерет.
- Сарă тĕслĕ пулсан хырăмлăхпа пĕвер чирлĕ.
- Хăлха çунаттин çÿлти хĕрри тĕлĕнчи ÿчĕ тĕксĕмленни организмра темĕнле чир вăрттăн аталаннине систерет.
- Хăлха çунатти çÿхе, пергамент евĕр - иммунитет питĕ вăйсăр.
- Миокард инфаркчĕпе чирлĕ çынсенчен чылайăшĕ аптраса ÿкес умĕн темиçе сехет е темиçе кун маларах сулахай хăлха çунатти варринчи путăкра кĕçĕтнине, ыратнине, сисĕмлĕх вăйланнине палăртаççĕ.
- Хăлха чĕччи те çунатти пекех хулăн тата тăсăка пулсан савăнма сăлтав çителĕклĕ - вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен хăлхисем çакăн евĕр.
- Хăлха чĕччи пысăкки тата форми уçăмлă палăрса тăни организмăн чирсене хирĕç тăрас хăвачĕ вăйлине пĕлтерет.
- Хăлха чĕччи ленчешке тата пĕркеленчĕклĕ пулсан шыçă чирĕнчен тĕрĕсленме сĕнеççĕ.
Комментари хушас