ХĂЛХА СИСТЕРЕТ

29 Апр, 2015

Хăлха çунатти - уйрăм зона. Унта организмăн мĕнпур пайĕнчен сигнал килет.

  • Сывă çынсен хăлха çунатти хытă, кĕренрех тĕслĕ.
  • Хăлха çунаттисем ăвăс тĕслĕрех шуранка пулни юн çаврăнăшĕ пăсăлнине пĕлтерет.
  • Сарă тĕслĕ пулсан хырăмлăхпа пĕвер чирлĕ.
  • Хăлха çунаттин çÿлти хĕрри тĕлĕнчи ÿчĕ тĕксĕмленни организмра темĕнле чир вăрттăн аталаннине систерет.
  • Хăлха çунатти çÿхе, пергамент евĕр - иммунитет питĕ вăйсăр.
  • Миокард инфаркчĕпе чирлĕ çынсенчен чылайăшĕ аптраса ÿкес умĕн темиçе сехет е темиçе кун маларах сулахай хăлха çунатти варринчи путăкра кĕçĕтнине, ыратнине, сисĕмлĕх вăйланнине палăртаççĕ.
  • Хăлха чĕччи те çунатти пекех хулăн тата тăсăка пулсан савăнма сăлтав çителĕклĕ - вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен хăлхисем çакăн евĕр.
  • Хăлха чĕччи пысăкки тата форми уçăмлă палăрса тăни организмăн чирсене хирĕç тăрас хăвачĕ вăйлине пĕлтерет.
  • Хăлха чĕччи ленчешке тата пĕркеленчĕклĕ пулсан шыçă чирĕнчен тĕрĕсленме сĕнеççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.