К.Иванов юбилейĕ тĕлне - пысăк парне

28 Ака, 2015

Чăваш кĕнеке издательстви «Литература палăкĕсем» ярăмпа «Нарспи» поэмăн иккĕмĕш - хушма кăларăмне пичетлесе кăларчĕ.

Пĕрремĕш кăларăм 2008 çулта тухнăччĕ. Ăна вилĕмсĕр поэма кун çути курнăранпа 100 çул çитнине халалланăччĕ.

Кĕнекене филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Атнер Хусанкай хатĕрленĕ. Кунта поэмăна чăвашла кăна мар, вырăсла та вуласа киленме май пур. Куçаруçи - Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай. Кăларăм ÿкерчĕксемпе пуян. Вĕсене тĕрлĕ çулта Анатолий Миттов, Праски Витти, Николай Карачарсков, Юрий Зайцев, Петр Сизов, Моисей Спиридонов, Николай Овчинников, Никита Сверчков, Владимир Агеев, Николай Енилин, Георгий Фомиряков ăсталанă.

Надежда СМИРНОВА.