- Чăвашла верси
- Русская версия
“Пăшалтан пемесĕр сакăр нимĕçе тытса чартăм”
Вăрçа хăй ирĕкĕпе кайма тухнă хĕр Сĕнтĕрвăрринчен Канаша çуран утса çитнĕ. Чăвашран 500 хĕре пĕрремĕш батальона илессине пĕлсен 19 çулти Валентина çак ушкăна лекмешкĕн çывăрса юласран автан пĕрремĕш хут авăтсанах ура çине тăнă. Амăшне пĕлтермесĕр, ашшĕпе çеç канашласа пĕр пус укçасăр, татăк çăкăрсăр çула тухнă. Çирĕп чунлă çак хĕрарăмпа çак кунсенче тĕл пултăм.
Валентина Лахман Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Караньялта 1923 çулта çуралнă. Вăл пĕчĕк чухнех çемье пурăнма район центрне куçнă. Хуракасси вăтам шкулĕнче нимĕç чĕлхине виçĕ çул ăса хывнăскер фашистла Германи пирĕн çĕршыва вăрă-хурахла тапăнса кĕрсен вăрçа хăй ирĕкĕпе кайма тĕллев лартнă. Анчах çар комиссариатĕнче ăна лăплантарса çапла каланă: "Вĕреннĕ çынсем фронтра кирлĕ, çапах малтан медсестрасене илетпĕр". Фашиста курайманлăхпа тапакан чĕреллĕ хĕр çапăçу хирне лекме пур-пĕрех май тупнă. Ытти вун-вун çамрăкпа Чулхула облаçне траншейăсем чавма тухса кайнă.
- 1941 çулхи ноябрь уйăхĕччĕ, çирĕм градус сивĕ. Окопсен тарăнăшĕ - пĕр метр та 30 сантиметр, сарлакăшĕ - 3 метр. Пĕтĕм хатĕрĕ те лумпа кĕреçе кăна. Васкаса тунă сарайра пурăнаттăмăр. Сĕтелпе пукан вырăнне хăма, тимĕр кăмакаччĕ. Кунне пĕрер хут термосран апат çитеретчĕç, - иртнине куç умне кăларчĕ ветеран. Пилĕк уйăх траншейăсем чавнă хыççăн Валентина Васильевна вăрçа хăй ирĕкĕпе каяс кăмăллисене Мускавран йыхравланине пĕлнĕ. 18-20 çулсенчи 500 хĕре пуçтарнă пĕрремĕш батальона Караньял хĕрĕ те лекнĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас