НИТРАТРАН ХĂРАМАЛЛА-И?

29 Çу, 2014

Ир пулса çитекен пахча çимĕçри нитратсемпе пестицидсенчен хÿтĕленес тĕллевпе мĕн тумалла-ха? Çак ыйтăва Людмила Денисенко диетолог хуравлать.

Шута илме

Çурхи пахча çимĕçпе наркăмăшланас хăрушлăх пысăках мар. Тĕслĕхрен, "нитратлă" хăяр е "химиллĕ" редиска пĕр килограмм çисен кăна вар-хырăм пăсăлма пултарать.

Ÿсен-тăрана азотпа тивĕçтерекен нитратсем хăйсем мар, вĕсен никĕсĕ çинче организмра аталанакан нитритсем питĕ сиенлĕ. Нитритсем тĕртĕмсене кислородпа тивĕçтерме чăрмантараççĕ, вăйлă наркăмăшлантараççĕ.

Пестицидсем - пахча çимĕçпе ешĕле паразитсенчен хÿтĕлеме усă куракан наркăмăшсем - тата хăрушăрах. Çын " пестицидлă" укроп темиçе грамм çини те хытă наркăмăшлать.

Теплицăри пахча çимĕç клетчатки хырăм ай парĕпе ферментсене япăх витĕм кÿрет. "Хими" пĕвере уйрăмах сиенлет. Çавăнпа ирхи пахча çимĕçе 12 çула çитмен ачасене çитерме сĕнмеççĕ, вĕсен организмĕ тулашри сиенлĕ витĕмпе, наркăмăшлă химикатсемпе кĕрешме хатĕр мар-ха. Хырăм ай парĕн шыççипе /панкреатит/ аптракансен те сывлăх хавшама пултарать.

Хăрушлăх списокĕ

"Нитратсен" йышĕпе чемпионсем - ирхи салат, шпинат, укроп, петрушка, симĕс сухан, ыхра, редиска, купăста, кăшман, дыня, арпус. Помидор, хăяр, кишĕр, кабачок, баклажан, кавăн, тĕслĕ купăста, брюссель купăсти нитрат сахалрах пухаççĕ. Вăл пăрçапа шалча пăрçинче çукпа пĕрех.

Унсăр пуçне пахча çимĕçĕн тĕрлĕ пайĕнче нитрат виçи те тĕрлĕрен. Кабачокпа хăярăн "хими" - çакки çумĕнче, кишĕрĕн, кăшманăн, редисăн, çарăкăн, йÿç кăшманăн вĕçĕнче пухăнать. Çулçăллисен вара - тунипе çулçисен шăнăрĕсенче. Хĕрлĕ кăшманăн тымарĕн вĕçĕнче тата çакки тĕлĕнче нитрат нумай. Купăстан çÿлти çулçисемпе тунинче шалти çулçисемпе танлаштарсан нитрат икĕ хут ытларах. Çĕр улмин чи "таса марри" варри шутланать.

Мĕн тумалла?

Сывă çын чĕрĕ пахча çимĕçрен хатĕрленĕ салат кунне 500 грамм таран çиме пултарать. Анчах кунта сезонра пиçсе çитнĕ пахча çимĕç пирки сăмах пырать. Ирхи продукцие рациона кĕртес тетĕр пулсан сиенлĕ витĕме вăйсăрлатма тăрăшмалла.

  • Нитрат виçине чакарма симĕс сухана, укропа, петрушкăна шывра пĕр сехетрен кая мар тытмалла. Е юхакан шыв айĕнче 20 минут çумалла.
  • Ирхи тата чикĕ леш енчен илсе килнĕ хăяра, кабачока, баклажана, пан улмине, грушăна хуппинчен тасатмалла, çамрăк купăстан çÿлти çулçисене, тунине касса пăрахмалла.
  • Чĕрĕ пахча çимĕç салатне упрамалла мар, хатĕрлесенех çимелле.
  • Организма лекнĕ нитратсене сиенсĕрлетме симĕс чей ĕçмелле.
  • Туяннă чухне сутуçăран лаборатори анализĕн пĕтĕмлетĕвне кăтартма ыйтăр, пахча çимĕçе ăçтан илсе килнипе кăсăкланăр.
  • Хăвăр тĕллĕн тĕрĕслев ирттерсен те пăсмасть: пысăк кашни пасартах лаборатори пур.

Тимлĕ пулăр! Нитратпа наркăмăшланнин паллисем: ăш пăтранать, хăстарать, пуç ыратать, вăй чакать е ыйхăлаттарать, сылтăм аяк пĕрчи айĕнче е хырăмлăх тĕлĕнче ыратать, пит, тута кăвакараççĕ, чĕре сикет, сывлăш пÿлĕнет. Хăвăртрах "васкавлă пулăшу" чĕнĕр!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.