Николай Исмуковпа Юхма Мишши - районăн Хисеплĕ çыннисем

15 Çĕртме, 2016

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен Акатуй-Сабантуй уявĕнче районăн хисеплĕ çыннине палăртасси йăлана кĕнĕ.

Кăçал хисеплĕ çак ята Патăрьел районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш халăх поэчĕ, философи наукисен докторĕ Николай Исмуков профессор, Чăваш халăх писателĕ Михаил Юхма /Ильин/ тивĕçнĕ.

Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Акатуй-Сабантуй праçникĕнче Николай Аверкиевичпа Михаил Николаевича «Районăн Хисеплĕ гражданинĕ» пулнине ĕнентерекен удостоверенисемпе тата ятарлă хăюсемпе чысланă. Асăннă хисеплĕ ята 1998 çултанпа пурĕ 11 çын тивĕçнĕ. Аса илтеретпĕр: ку ята Патăрьел районĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă, ял хуçалăх, наука, вĕрентÿпе культура, ыркăмăллăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă çынсене чыслаççĕ.

Рубрика: 
Теги: