Нихăçан та ан манăр - Нина аппа пирĕн пĕрре!

27 Юпа, 2015

Пĕр-пĕр чаплă уява ирттерес умĕн хăнана камсене тата мĕнлерех чĕнес йăла-йĕрке чăваш халăхĕн яланах çирĕп пулнă. Ватă Михетер карчăккине сăра йăттарса тантăшĕсене туя еплерех «йыхăрнине» эпир Константин Ивановăн «Нарспи» поэминче те куратпăр. Йыхравĕ еплерех - уявĕ те çапларах пуласси каламасăрах паллă. «РСФСР тата ЧАССР халăх артисткин Нина Яковлевăн пултарулăх каçне» чĕнекен йыхравĕ хăех питĕ чаплăччĕ. Уçăлса хупăнакан хытă хутлă, тĕрлĕ тĕслĕ сăнÿкерчĕксемпе илемлетнĕскерĕн мал енче Нина Михайловна икĕ шурă маска хыçĕнче тăрать: актрисăн пĕр енче хăйĕн хурлăхлă сăнĕ, тепĕр енче - хавасли, кулаканни. Пултарулăх çул-йĕрĕнче, харăсах трагик та, комик та пулма пачах та çăмăл мар-тăр, çапах тĕрлĕ сăн-сăпатлă маскăсем хыçĕнче тăракан Чăваш халăх артисткин куçĕнче - хăй 75 çул тултарнă пулин те - шухă арçын ачан харсăрлăхĕпе вылянчăклăхĕ сисĕнет. Çамрăк чухне, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче, Нина Яковлева «Революци ячĕпе», «Чĕре хушнипе», «Пĕрре, çуркунне» спектакльсенче шăпăрлансене те çав тери ăста вылянине аса илтерни-тĕр ку.

Нина Михайловнăн биографине аван пĕлекенсемшĕн кĕтмен ыйту та сиксе тухать: «Мĕншĕн-ха актрисăн пултарулăх каçне çуралнă кунĕ тĕлнелле мар, кĕркунне ирттереççĕ?» Хуравне вара Нина Яковлева 15 çул маларахах, 2000 çулхи çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Хыпарта» тухнă «Ĕмĕре юратнă çынпа ирттерни - телей» интервьюра панăччĕ. «Пултарулăх каçĕ ман нихăçан та хăй вăхăтĕнче иртмен. Çулла, çĕртмен 8-мĕшĕнче çуралнă эп. Ун чух вара сезон хупăнать. Çуралнă куна иртерех ирттерейместĕн, ирĕксĕрех кĕркуннене кĕтме тивет», - тенĕччĕ вăл. Чăнах та, пĕр-пĕр паллă пулăма кĕр мăнтăрĕпе уявланине мĕн çиттĕр? Çапла вара Нина Яковлева 75 çул тултарнă ятпа ирттерекен пултарулăх каçĕ хăнасене юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пухрĕ. Кунта Нина Михайловна 1961 çултанпах, Мускаври Луначарский ячĕллĕ театр институтĕнчен вĕренсе килнĕренпех, куракан чун-чĕрине ĕмĕрлĕхе тыткăнлакан асра юлмалли сăнарсем калăпласа тĕлĕнмелле ăнăçлă та тухăçлă ĕçлет. Ахальтен мар ĕнтĕ театрти ĕçтешĕсен тăватă ăрăвĕ те сцена çине тухса тĕрлĕ майлă шахвăртса та, чăнласа та, çапах та Нина Яковлева шайне ниепле те çитеес çуккине йышăнса: «Нихăçан та ан манăр - Нина аппа пирĕн пĕрре», - тесе такмакларĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.