Вырăс чĕлхипе экзамен — икĕ кун

6 Утă, 2020

Кăçал патшалăх экзаменĕсене аслă шкула вĕренме кĕрес текенсем çеç тытаççĕ. Çакна тĕнчере сарăлнă коронавирус инфекцийĕ кăларса тăратакан хăрушлăхпа çыхăнтарнă.

Вырăс чĕлхипе экзамен тытакансен йышĕ яланах пысăк. Çавна шута илсе кăçал ку тĕрĕслеве икĕ кун ирттерме йышăннă. Аса илтеретпĕр, аудиторире 9 çыннăн çеç пулма юрать.

Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Енре 4100 çын экзамен тытнă, 7-мĕшĕнче вара — 1460. Патшалăх тĕрĕслевне ирттерме республикăра 36 пункт ĕçлет.

Патшалăх экзаменĕсен тапхăрĕнче "хĕрӳ лини" ĕçлет: Чăваш Республикинче 8 /8352/ 57-21-60, Раççей вĕрентӳ надзорĕ — 9 /495/ 984-89-19. "Шанăç телефонĕ" — 8 /495/ 104-68-38.

www.hypar.ru  testy-klass.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас