Новости по теме

22 Авăн, 2014

Вăл Ленинграда хÿтĕленĕ

...1941 çулхи çурла уйăхĕ. Фашист эшкерĕсем совет çарĕсем хирĕç тăнине сирсе Ленинград облаçне вирхĕнсе кĕнĕ, Ленинград хули çывăхне - Колпино хулине - ыткăннă. Тÿрех хулана хăйне те, паллă Ижорски заводне те ярса илме ĕмĕтленнĕ. Унта паха йышши хурçă, карапсемпе танксем валли броня туса кăларнă. Колпино оборонăн малти линийĕнчен 3-4 çухрăмра çеç пулнă. Оборона линине татмашкăн фашистсем совет окопĕсем çине пин-пин авиабомба, снаряд тăкнă. Взрывсене пула çĕр пусăрăнсан татти-сыпписĕр вут-хĕм сирпĕтекен Гитлер çыннисене хирĕç совет салтакĕсем тăнă, тăшмана Анăçалла хăваланă...

20 Авăн, 2014

"Чăваш хĕрарăмĕ" 38 /856/ №, 20.09.2014

Лазаревсем техника ăсталаççĕ, çемйипех кĕнеке вулаççĕ.

Чăвашсен йышĕ сахалланни темиçешне кăна пăшăрхантарать паян.

Пĕтнĕк пÿлĕмре те ÿсет.

Савни çырăвне çунтарма хăяймастăп...

Майра кин яла килнĕ.

Мăшăрĕшĕн тунсăхлакан шурă чарлан.

20 Авăн, 2014

"Хыпар", 183-184 /26589-26590/ № №, 20. 09. 2014

Патшалăх Канашĕнче тĕрлĕ сий представителĕсем пулмалла: культура çыннисем, врачсем, учительсем...Ку обществăн анлăрах сийĕсен интересĕсене хÿтĕлеме май парĕ.

"Тăнăçлăх - парламентăн ăнăçлă ĕçĕн палли". 4 СТР.

19 Авăн, 2014

«Тăнăçлăх - парламентăн ăнăçлă ĕçĕн палли»

Пирĕн ыйтусене ЧР Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ, Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Олег МЕШКОВ хуравлать

19 Авăн, 2014

Тивлетлĕ чун-хавал çути

Чăваш тĕнчине, унăн пур шанчăк-ĕмĕтне сирсе сирĕлми хура чаршав хупласа тăнă саманара вун çичĕ çулти поэт чун-чĕринчен «Нарспи» поэма шăранса тухать. Ытарайми çав Илем тĕнчине пултарнă поэт кун çути курнăранпа часах 125 çул тулать.

19 Авăн, 2014

"Кил-çурт, хушма хуçалăх", 37 /783/ №, 19. 09. 2014

Килес çулхи тухăçшăн кĕркуннех ĕçлеме пуçламалла. Пахчана тасатмалла, тирпейлемелле...

Гладиолус суханĕсем ăнăçлă хĕл каçаççĕ.

Хуралтă çи виттине ансат мелсемпех юсама пулать.

Шыв мĕншĕн вĕренĕ чухне шуралать?

19 Авăн, 2014

"Çамрăксен хаçачĕ ", 38 /6027/ №, 19. 09. 2014

Шупашкарти Петров урамĕнчи 9-мĕш çурт ишĕлме пуçланă.

Вĕрентекен ачасен çамки çине "2" лартнă.

Лия Черновăран илнĕ интервью.

"Егор амăшĕ хăйĕн патне илсе каясран хăрать".

Чечняра хыпарсăр çухалнă салтака 4 çул çурăран тупнă.

18 Авăн, 2014

Чăваш Енре çĕр лаптăкне тивĕçекен нумай ачаллă çемьесен шучĕ ÿссех пырать.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви палăртнă тăрăх – кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра нумай ачаллă 9672 çемье пурăнать. Йышлă çемьесене пулăшас тĕллевпе Чăваш Енре çĕр участокĕсем уйăрса пама ятарлă саккун йышăннă.

Тĕплĕнрех "Хресчен сасси-Кил" хаçатра вулăр.

Pages