Тал пиçенлĕ хир,

19 Авăн, 2014

е Талхир хăй вăхăтĕнче малашлăхсăррисен йышне кĕнĕ

Аякран пăхсан вăл вăрман пекех курăнать. Çавăнпа эпĕ, пĕчĕк ял шыраканскер, унран пĕр шухăшсăрах иртсе кайрăм. «Талхир ку!» - тесе тĕллесе ярсан тин ращана кĕме хăюлăх çитертĕм. Сукмакпа утсан-утсан тинех пысăках мар пÿрт патне пырса тухрăм. Унтан каллех Америка вĕрени ашкăракан вĕтлĕхе кĕтĕм. Кунта «пытаннă» çуртсене асăрхаман та. Кусенче мăрьерен тахçанах тĕтĕм тухманни куç кĕрет. Уçланкă манерлĕ тепĕр вырăнта пĕчĕкçĕ тăп-тăп пÿрт пур. «Кунта пурăнаççех пулĕ»,- пĕтĕмлетрĕм эпĕ радиона питĕ хытă янине илтсе. Анчах пĕрин хапхине тĕртсе пăхрăм, тепринне - уçакан пулмарĕ. Чăтлăхран тухса хирелле тинкертĕм - ак хайхи пĕр кинемейпе мучи вĕтĕ çĕр улми пухса çÿреççĕ. Паллашрăмăр. 79-ти Ирина Федоровăпа 85-ри Иван Скороходов хавас пулчĕç мана. «Çапла çав, пирĕн ялăн халĕ пуçĕ те, вĕçĕ те çук», - терĕ Ирина Яковлевна Талхире чылай вăхăт шырани пирки пĕлтерсен.

«Ялĕпе те ултă пÿрт кăна юлчĕ ĕнтĕ. Вĕсенчен 4-шĕ - пушă. Эпир мăшăрпа Геннадий Федоровичпа тата Иван Прокопьевич çуллахи вăхăтра яла килсе пурăнатпăр. Икĕ çул ĕнтĕ кĕçĕн ывăл патĕнче Çăкаллă Явăшра хĕл каçатпăр. Иван Скороходов вара хĕл кунĕсене Шупашкарта ачисем патĕнче ирттерет. Хăй вăхăтĕнче вара Талхирте 18 килччĕ. Питĕ капăр ял пулнă вăл. Тавралла карта тытса çавăрнăччĕ, укăлча, хапха пурччĕ. Чăх, пăру, лаша фермисем пулнă. Ял пуçĕнче колхоз пÿрчĕ вырăн тупнăччĕ. Унтах каçсерен çамрăксем пухăнатчĕç. Кино кăтартатчĕç. Колхозĕ «Пионер» ятлăччĕ. Председательте Степан Владимиров ĕçлетчĕ. Маларах вăл Красноармейски район хаçатĕнче редакторта та вăй хунăччĕ пулас. Пирĕн колхоз тыр-пул туса илессипе питĕ палăрнă хăй вăхăтĕнче. Кунта çĕр /хăйăрлăрах хура çĕр/ чаплă, пахча çимĕçпе тыр-пул питĕ ăнса пулать», - каласа парать Ирина Яковлевна. Çав вăхăтрах Талхирте Филипп Иванов ятлă ăста пулнă, вăл катка-пичке туса сутнă. Таврари ялсенче те пĕлнĕ ăна. Ял-йыша вăл каткисене тÿлевсĕрех туса панă.

«Председатель ял çумĕнче сад ĕрчетме ĕмĕтленетчĕ. Талхирте çамрăксене речĕпех хурăн ларттарчĕ. Хăйĕн çурчĕ умĕнче те ав виçĕ хурăн ÿсет», - калаçăва хутшăнчĕ 50 çул ытла выльăх тухтăрĕнче ĕçленĕ Геннадий Федорович. Хурăнсем аванах çитĕннĕ, тĕрекленнĕ. Паян ватăсем вĕсен хушшине вырнаçтарнă сак çине тухса лараççĕ те иртнине çĕнĕрен куç умне кăлараççĕ...

Федоровсем пĕлтернĕ тăрăх - Талхире 1929 çулта Уйкас Кипекрен куçса килнĕ 18 çемье пуçарнă. Ял çумĕпе Услантăр шывĕ авкаланса юхать. «Çывăхрах Ракаш /ахăртнех акăш сăмахран пулнă. Ватă çынсем унта акăш йышлă пурăннине калатчĕç/ кÿлли пурччĕ. Тарăнччĕ вăл, шывĕ тăрăччĕ. Ун çывăхĕнчи çаранта утă çулаттăмăр. Каярах темшĕн-çке типрĕ вăл. Ялне ку вырăнта тал пиçен йышлă пулнăран Талхир /тал пиçенлĕ хир/ тенĕ. Талхирсем Вăрнар районĕнчи ялсенчен чăн малтан ГЭС электроэнергийĕпе усă курма тытăннă. ГЭСне Красноармейски районĕнчи Тусайсем тытса тăнă. Çавал шывĕ çинчеччĕ вăл»,- аса илÿ çăмхине малалла сÿтет Ирина Яковлевна. «1932 çулта йĕркеленнĕ «Пионер» колхоза 18 кил, 75 çын кĕнĕ. 105 гектар çĕр пулнă», - вулатăп Вăрнар район энциклопедине.

Ирина Яковлевна Красноармейски районĕнчи Кĕрекаç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Геннадий Федоровича вăл 1961 çулта качча тухнă. Талхирти чăх, сурăх фермисенче вăй хунă, лаша та пăхнă. Фермăра ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухнă, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе виçĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса ÿстернĕ. «Ялти çынсем 1967 çулта Томск хулине питĕ йышлăн куçса кайрĕç. «Пĕчĕк ялсене пĕтермелле, вĕсен малашлăхĕ çук», - тетчĕç ун чухне. Пире те çĕр парасшăн, çурт та ларттарасшăн марччĕ. Председательпе туслăрах пулнăран кăна 1967 çулта çурт çĕклеме май килчĕ. Çакнашкал политика пулман тăк ку ялтан никам та куçса каймастчĕ, мĕншĕн тесен анкартисем аван кунта. Хăш-пĕри Уйкас Явăшпа Çăкаллă Явăша кайрĕ. Çапла ял майĕпен пушанса юлчĕ, ватăсем вилкелерĕç. Ял кĕтĕвĕ те 1967 çултанпах çук. Ача сасси те тахçанах илтĕнмест кунта. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче вара кашни килте 4-5-шер ачаччĕ», - ассăн сывларĕ Ирина Яковлевна. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче «малашлăхсăр» ялсен политикине пула Раççейре 138 пин пĕчĕк ял пĕтнĕ, миллион гектара яхăн çĕре пусă çаврăнăшĕнчен кăларнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче совет ученăйĕсем /Т.Заславкая тата ытти те/ хура мар тăпраллă тăрăхра кăна 149 пин ялтан 29 пинне кăна «чĕррисен» йышĕнче хăварма палăртнă. Ыттисене вара «малашлăхсăр» тесе пĕтерме тĕв тунă... Талхир шăпах çавăн пек шăпаллисен йышне кĕнĕ. Вăрнар тăрăхĕнче пуринчен маларах Ильич лампочкипе усă курма тытăннă Талхир пĕтессе кам шухăшланă? Цивилизаци ырлăхĕ те - çут çанталăк газĕпе асфальт çул - çук кунта паян.

Федоровсен шухăшĕпе председатель ялтан Çĕпĕре кайман пулсан, тен, лару-тăру урăхларах пулатчĕ... Кÿршĕри Кĕрекаç колхозĕн ертÿçипе килĕштереймен-мĕн вăл. «Ял пĕтни питĕ кулянтарать. Çавăн пек саккун пулман тăк çав маттур çынсем пĕри те тухса каймастчĕç. Çуралнă тăрăх асран тухмасть пулас, çуллахи вăхăтра килеççĕ те: «Ах, хамăр ял пĕтрĕ!» - тесе макăрса каяççĕ. Манăн та чунăм килеллех туртать. Çуллахи вăхăтра ачасем патĕнче пĕрре те ларас килмест, пуш уйăхĕнчех Талхире васкатпăр. Ĕçсене пуçтарсан юпа уйăхĕнче вара ирĕксĕр тенĕ пек Çăкаллă Явăша каятпăр. Хĕл каçипех вара тăван ял тĕлĕкре курăнать. Пĕчĕк тăван çĕр-шывран хаклăрах вырăн çуках çав çыншăн. Ачасем хуларан килсен: «Мĕнле уçă сывлăш!» - теççĕ. Хамăр пахчара ÿстернĕ çимĕçрен тутлине те тупаймăн. Ывăлăмсемпе кинĕмсем хавхаланса мунча кĕреççĕ, çапăнаççĕ те çерем çине тухса выртаççĕ... Ял çĕнĕрен вăй илейĕ-ши? Темле çав... Çĕр лайăх тесе хăшĕсем анкартисене пăрахман-ха. Çурт вырăнне туянас текенсем те килкелеççĕ. Ывăлăм Иван та пенсие тухсан килсе пурăнмасть-ши тетĕп», - шанăçне çухатмасть Ирина аппа. Çуллахи вăхăтра Федоровсем ачисене валли чăх-чĕп, хур-кăвакал йышлă усраççĕ, пахча çимĕç, улма-çырла ÿстереççĕ. Ирина Яковлевна хăмла та ÿстерет. Ĕлĕкхилле хуранпа сăра вĕретет. Кашни канмалли кун ачисем килнĕ тĕле кукăль пĕçерет, мунча хутса пултарать. Ирĕклĕрех чухне «Чăваш хĕрарăмĕ», «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «Ял пурнăçĕ» хаçатсене алла тытать. Почтальонка Талхире пĕр вĕсемшĕн кăна килет-мĕн. «Манран маларах пĕр ача та ан вилтĕр, пурте сывă пулччăр, мăнуксем савăнтарччăр - акă манăн ĕмĕт»,- чунне уçрĕ ватă. Ачисем вара вĕсене: «Эсир нумайрах пурăнăр. Эсир пулсан ял та «кăштах сывлать», - теççĕ имĕш. Мĕнех, Федоровсемпе Скороходов вăрăм ĕмĕрлĕ пулччăр!

Роза Власова.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

 

 

Рубрика: