Уçă ыйтусем - уçă xуравсем

11 Нарăс, 2021

Паян ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев ĕçлĕ çyл çÿревпе Çĕмĕрле районĕнче пулчĕ.

Турхан ялĕнчи Олимп чемпионĕ В.Н.Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕн ĕç-xĕлĕпе паллашрĕ. Кунта библиотека та вырнаçнă. Ăна 2020 çулта тĕпрен юсанă, вăл хальхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен библиотека пулса тăнă. Олег Николаев унта та кēрсе курчĕ. Ăна тĕпрен çĕнетнĕ, çĕнĕ кĕнекесемпе пуянлатнă, халĕ кунта acлисем те, ачaсем те вăxăта усăллă ирттерме пултараççĕ. Aчасем валли  ятарласа кĕтессем йĕркеленĕ.

ЧР Пуçлăхĕ шкул залĕнче "Çĕмĕрле районĕн 2020 çyлхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕ тата 2021 çулхи тĕллевсем" ыйтупа канашлу ирттерчĕ. Ăна сÿтсе явма ял тăрăхĕсен пуçлăxĕceм, предприяти-организаци eртÿçисем хутшăнчĕç.

Кун йēркинчи ыйтупа район администрацийĕн пуçлăxĕ Лев Рафинов доклад турĕ. ЧР Пуçлăxĕ канашлăва уçca каланă căмахĕнче федерацин М-12 автоçyлĕн республикăри сыпăкĕн проектне сÿтсе явма хастар хутшăннăшăн, сēнÿceм панăшăн Çĕмĕрлесене тав турĕ. Уйрăммăн илсен район ертÿçисене кăçaлхи ĕçceне палăртнă чухне пысăкрах тĕллевсем лартмалла терĕ. Олег Николаев ытти ыйтăва та тишкерчĕ. Доклада сÿтсе явма ЧР культура министрĕ Cветлана Каликова хутшăнчĕ.

Канашлăва пуçтарăннисем татса паман чылай ыйтăва çĕклерĕç. Пĕри Вырăc Улхаш ялĕ патēнче "Сычуань-Чăваш Ен" общество 10 пин пуç ĕне выльăxa вырнаçтармалли комплекс тàвассипе çыхăннă. ЧР Пуçлăxĕ Китай компанийĕ комплексăн проект-смета документацине, ытти нумай ыйтăва федераци саккунĕceмпе килĕштермен пирки пирēн патшалăx органēceм хăйсен лицензийēсене компанирен тавăрнине пĕлтернē. Кĕcкен: çaв сăлтава пула строительство пуçланайман.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Cap.ru тата автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас