Васкани пахалăхсăр ĕçлемеллине пĕлтермест

Васкамалла, анчах ĕçе тĕплĕн пурнăçламалла. Çак шухăша ĕнер, пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Чăваш Енĕн строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов Çĕмĕрле районĕнче пулнă чухне палăртнă.

Строймин ертÿçи вăл тăрăхра кивĕ тата ишĕлекен çуртсенче пурăнакансем валли çурт-йĕр хăпартнине хак пама кайнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçěceне пурнăçлакан Андрей Мостайкинпа министр Мăн Улхаш ял тăрăхĕнчи Кабаново поселокне тата Тури Макарин ял тăрăхĕнчи Саланчăка çитнĕ. Республикăн Стройминĕнче пĕлтернĕ тăрăх, министр строительсен ĕçĕпе кăмăллă юлнă. Çапах та вăл ĕç хăвăртлăхне ÿстерме чĕнсе каланă. Васкани пахалăха витĕм кÿмелле маррине те асăрхаттарнă.

  •     Граждансене ишĕлекен çуртран куçарасси  çинчен калакан республикăри программăна хутшăнса çĕмĕрлесем 82 çуртран 159 çынна хăтлă кĕтеспе  тивĕçтерме ĕмĕтленеççĕ. Çĕнĕ хваттерсем маларах асăннă Кабановăра, Саланчăкра кивĕ çуртсенче нушаланакансемсĕр пурăнакансемсĕр пуçне Речной тата Мыслец поселокĕнчисене лекмелле.
  •     Республика шайĕнче ку программăн IV тапхăрне кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА. ЧР Стройминĕн сайтĕнчи сăнÿкерчĕк.

Комментари хушас