Театр ĕçченĕсем професси уявне паллă турĕç

27 Пуш, 2021

Паян театр ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.

Чăваш Енри артистсем Пĕтĕм тĕнчери театр кунне палăртмашкăн Чăваш патшалăх пукане театре пухăнчĕç. Кунта Республикăри театр искусствин «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕç.

Театр кунран кун асамлă çĕнĕ туйăм парнелет. Сцена çинче таса туйăмлă çын кăна ĕçлеме пултарать. Шăпах артистсем куракансене пурнăçа урăхларах куçпа хаклама вĕрентеççĕ, — палăртрĕ ЧР культура министрĕ Светлана Каликова.

Театр ĕçченĕсен союзĕн республикăри уйрăмне халь кăна ертсе пыма тытăннă Сергей Павлов артистсене ăста выляма хавхалану, тăвăллăн алă çупакан куракансен пысăк йышне сунчĕ.

«Хĕрарăм чи лайăх сăнарĕ» номинацире Чăваш патшалăх Оперăпа балет театрĕнче тăрăшакан ЧР тава тивĕçлĕ артистки Татьяна Прытченкова /«Капулеттипе Монтекки» оперăра Джульетта Капулетти сăнарне калăпланăшăн/ палăрчĕ. «Арçын чи лайăх сăнарне» кăçал Вырăс патшалăх драма театрĕн артисчĕ Андрей Аверин калăпланă. Тӳресене вăл «Поединок» /А.Куприн/ спектакльти Георгий Ромашов сăнарĕпе тыткăнланă. Шăпах çак ĕç «Çулталăкри чи лайăх спектакль» номинацире палăрчĕ. Ачасем валли чи лайăх спектакле кăçал Чăваш патшалăх академи драма театрĕ хатĕрленĕ. Республикăри пуканеçĕсем лартнă «Кĕмĕл чĕрне» юмах музыка тĕлĕшĕнчен лайăх илемлетнипе палăрчĕ. «Капулеттипе Монтекки» опера /Оперăпа балет театрĕ/ «Чи лайăх сценографи» номинацире çĕнтерчĕ. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем Николай Сергеевпа /Чăваш академи театрĕ/ Иван Снигирев /Оперăпа балет театрĕ/ «Иккĕмĕш планри чи лайăх сăнар» номинацире палăрчĕç.

www.hypar.ru Татьяна Наумова сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: 

Комментари хушас