Социаллă сеть ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме пулăшать

20 Нарăс, 2021

Паян Шупашкарти «Эткер» центрта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев блогерсемпе тĕл пулчĕ. Унта Алла Салаева вице-премьер, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Инна Исаева тата ыттисем хутшăнчĕç.

— Эсир паянхи çамрăксен шухăшлавĕпе тавра курăмне йĕркелетĕр. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç мĕнпе интересленнине, вĕсене хумхантаракан ыйтусене пĕлетĕр. Вĕсем сире шанаççĕ, сирĕн сĕнĕвĕрсене шута илеççĕ. Çамрăксем мĕнле ĕмĕт-шухăшпа пурăнни пире патшалăх политикине йĕркелеме пулăшать, — терĕ Олег Алексеевич.

Алла Салаева çамрăксен лайăх проекчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшассине тата пĕр-пĕринпе калаçмалли лапама туса хумаллине палăртрĕ.

Екатерина Доброхотова 2 çул каялла инстагрампа кăсăкланма пуçланă. Паян соцсеть уншăн пултарулăха аталантармалли, хăйĕн ĕмĕт-шухăшне пурнăçа кĕртмелли лапам пулса тăнă. Унăн мăшăрĕ Константин вара Чăваш блогне тытса пырать. Унта чăваш культурипе, кун-çулĕпе паллаштаракан видеосем, сăн ӳкерчĕксем вырнаçтарать. Вăл кинофильмсемпе мультфильмсене чăвашла куçарас енĕпе, тăван чĕлхене упрас тĕллевпе тĕрлĕ майсем шырамаллине палăртрĕ.

Блогерсем Ютубра чăваш контентне тума, тик-ток парк йĕркелме сĕнчĕç. Çавăн пекех Раççейри паллă блогерсене Шупашкара йыхравлас шухăша ырларĕç.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: 

Комментари хушас