«Шупашкар» тăван ене таврăнчĕ

15 Утă, 2020

Сăмах — «Шупашкар» карап çинчен. Паян ăна Чăваш Ене турттарса килчĕç.

1988 çулта Ярославльти заводра туса кăларнă карап чикĕ хуралçисемпе пĕрле Латвири Вентспилс портĕнче хурал тăнă. 1993 çулта ăна Калининград облаçĕнчи Балтийск хулине куçарса килнĕ. 1997 çулта карапа «Шупашкар» ят панă. Вăл 25 çул службăра тăнă. 2014 çулта хурала тухма пăрахнă, тепĕр виçĕ çултан ăна Чăваш Ен тĕп хулин харпăрлăхне панă. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тăрăшнипе карап Шупашкара таврăнчĕ.

«Ку карап Тăван çĕршыва хураллас ĕçре пысăк тӳпе хывнă. Ун çинче службăра тăнă матроссемпе офицерсем хăйсен тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă. «Шупашкар» пирĕн республика, пирĕн хула ят-сумне çĕклет. Вăл пире çĕнĕ çитĕнӳсем тума, малалла талпăнма вăй-хăват парать. Эпир Чăваш Енрен тухнă сумлă çар çыннисемпе, паттăрсемпе мухтанатпăр», — терĕ Олег Алексеевич.

Чăваш Енри тинĕс çар флочĕн ветеранĕсен председателĕ Владимир Крюковский пĕлтернĕ тăрăх, ку карап çинче чăваш каччисем те службăра тăнă. «Хальхи вăхăтра флотра «Чăваш Ен» тата «Çĕнĕ Шупашкар» ятлă карапсем хурал тăраççĕ. Унта та чăваш ачисем пур. «Канăва тухнă» чылай карапăн малашлăх шăпи пĕр пек — тимĕр-тăмăра яраççĕ. «Шупашкара» ăнчĕ, ăна сыхласа хăварма пултартăмăр», — терĕ çар çынни. Владимир Петрович тепĕр вăрттăнлăха та уçрĕ: çак карап çинче Александр тата Андрей ятлă моряксем ытларах пулнă. 

www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем кунта.
 

Комментари хушас