Самантлăха та канăç çук
Хĕллехи сивĕ вăхăтра синоптиксем çанталăк çинчен пĕлтернине çула тухма хатĕрленекенĕн яланах итлеме тăрăшмалла та - тепĕр чухне манатпăр çав. Кĕтмен çĕртен çил-тăман тухма пултарасси пирки вара аса та илместпĕр. Юр вăйлах вĕçтерме тытăннине асăрхасанах киле юлакан вара сан пирки хытах пăшăрханать: "Çитес çĕре вăхăтра çитĕ-ши, çул çинче аташса каймĕ-ши?" Инкек тÿсекенсем вара çулленех тĕл пулаççĕ.
Çывăх кунсенче вăйлă çил-тăман пуласси çинчен çанталăка сăнакансем иртнĕ эрнерех пĕлтернĕччĕ. Вырсарникун кăнтăрла иртсен темиçе сехетрех çулсен хĕррипе, çуртсен çумĕпе кĕрт куписем хыврĕ. Вăхăт нумаях та иртмерĕ - çулсем çинче юр тасатакан техника курăнса кайрĕ. Çул-йĕр тасатакансен чăнласах та канăç çук.
Кăрлачăн 17-18-мĕшĕсенче республикăн автомобиль çулĕсенче 450 техника ĕçленĕ: федераци пĕлтерĕшлинче - 40, регионпа муниципалитетсен хушшинчи çулсенче - 90, вырăнти пĕлтерĕшлисенче - 320. Шуçлакран асăрханмашкăн 1925 тонна ятарлă материалпа усă курнă.
Пĕтĕмĕшле илсен, федерацин "Атăл” М7 çул çинче лару-тăру йĕркеллех. Вырăн-вырăн юр хĕвекен çĕре техника вăхăтра çитет, чăрмава сирет. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсем халĕ те вăйлатнă режимпа çине тăрса ĕçлеççĕ.
- Юр тасатакан предприятисен самантлăха та канăç çук, - пĕлтерчĕ Елчĕк район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн ертÿçи Александр Клементьев. - "Чăвашавтодор", "ПМК", "Яльчикское” обществăсем çул çине 11 техника кăларчĕç. Пĕрлĕхлĕ диспетчер службипе тăтăшах çыхăнатпăр. Ял тăрăхĕсем вырăнти çулсене, урамсене юртан тасатма производство кооперативĕсемпе килĕшÿсем тунă.
- Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов тунтикунсерен ирттерекен планеркăра ĕнер çил-тăвăл кÿрекен тăкаксенчен хăтăлмашкăн ыйтусене çивĕч лартрĕ - пĕлтерчĕ телефонпа Канаш район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн ертÿçи Валерий Петров. - Çулсене юр хĕвесрен тасатма пĕр обществăпа икĕ хресчен-фермер хуçалăхĕнчен 30 техника хутшăнать. Пирĕн район пысăк, 24 ял тăрăхне пĕрлештерет. Район центрĕнчен автобуссем ялсене вăхăтра çула тухчăр, çынсем ĕçе кая юлмасăр çитчĕр тесе ял тăрăхĕсем тăрăшаççĕ. Палăртма кăмăллă: тунтикун пур автобус та çула тухнă.
Валентин ВАСИЛЬЕВ