Республикăн ача-пăча клиника больницинче шăла операци тумалли кабинет уçăлчĕ
Çĕнĕ пÿлĕмпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев паллашрĕ. Вăл каланă тăрăх, кунашкал кабинет пирĕн çĕршывра темиçе кăна, республикăра - пĕрремĕш. "Хальхи йышши оборудованипе тивĕçтернĕ пÿлĕм сиплеве лайăхлатма май парать", - терĕ регион ертÿçи.
Ача-пăча больницинчех канашлу иртрĕ. Владимир Степанов министр сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче пĕлтĕр тунă ĕçсем çинчен тата кăçалхи тĕллевсем çинчен каласа кăтартрĕ.
www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
Комментари хушас