Паян ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен уявĕ иртрĕ

2 Чÿк, 2017

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Уява кашни район представителĕсем хутшăнчĕç.

Тирпейлекен предприятисем туса кăларакан апат-çимĕçпе, пĕр-пĕрин ĕç-хĕлĕпе, производствăна кăçал кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç. Пухăннисене районсен администрацийĕсемпе пысăк предприятисен пуçлăхĕсем професси кунĕ ячĕпе саламларĕç.

Савăнăçлă ларăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов уçрĕ. АПК ĕçченĕсемпе ветеранĕсене уяв ячĕпе ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Кăçал ял ĕçченĕсен умне тухса тăнă йывăрлăхсене аса илчĕ, вĕсене çĕнтерсе пысăк тухăçлă продукци пухса кĕртнĕшĕн ĕç коллективĕсене тав турĕ. Пысăк тухăçлă техникăпа усă курма тытăннине, унта та кунта производство йĕркелесе янине, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре нумай тара илнине, чылай предприниматель апат-çимĕç хатĕрлеме пуçланине ăшă сăмахсемпе палăртрĕ.

Ял хуçалăхĕнче нумай çул вăй хунăшăн, производствăна çуллен ÿстернĕшĕн аграрниксен пĕр ушкăнне патшалăх наградисем парса хавхалантарчĕç.

 

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас