Новости по теме

19 Утă, 2021

Агрономсем валли – ятарлă сервис

Раççей ял-хуçалăх банкĕ агрономсем валли пулăшу мелĕсем хатĕрленĕ.

«Свое фермерство» сайтри СкайСкаут сервис «Агроном Онлайн» пулăшу пакечĕ сĕнет. Унпа усă куракан кашни агропредприниматель культурăсем пирки, уй-хирти лару-тăрăва, мĕнрен асăрханмаллине пĕлсе тăма пултарать.

18 Утă, 2021

Короновирусран прививка тумалла

Надежа КОШЕЛЕВА, Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен шкулĕн вĕрентекенӗ:

- Коронавирус пирки пӗлсех унран чылайӑшӗ сыхланаймарӗ. Сыватмӑшра выртса тухакансем те, килте чирлесе ирттерекенсем те пулчӗç. Пӗрле ӗçлекенсенчен пурте тенӗ пекех прививка тутарчӗç. Йышран эпӗ те юлас темерӗм. Икӗ хутӗнче те температура 37.5 пулчӗ, шӑм-шак сурчӗ. Эмел ӗçни пулӑшрӗ. Чир питӗ хӑрушӑ, мӗн чухлӗ çын, пӗлӗш ӑна пула вӑхӑтсӑр пурнӑçран уйрӑлчӗ. Коронавируса çӗнтерес тесен прививка тутармаллах тесе шухӑшлатӑп.

17 Утă, 2021

Тепӗр парти те конференци ирттерчӗ

Паян, утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн ҫуртӗнче "Справедливая Россия" политика партийӗн Чӑваш Республикин регион уйрӑмӗн конференцийӗ иртрӗ. Кун йӗркинчи тӗп ыйту - Чӑваш Республиуин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен ҫиччӗмӗш пухӑвӗ валли кандидатсен списокӗсене сирӗплетесси. Ҫакна палӑртмалла: ытти парти пӗрлешме кӑмӑл тунӑран ҫӗнелнӗ йыш малашне "Справедливая Россия - патриоты - за правду" ятпа палӑрӗ.

17 Утă, 2021

«Чирлисене те, вĕсене сыватакансене те шеллеттĕп»

Ольга КАЛИТОВА, «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ:

— Коронавирус пирки статьясем хатĕрленĕ чухне «Хĕрлĕ зонăра» ĕçлекен тухтăрсемпе час-часах калаçма тÿр килчĕ. Реанимацире ИВЛ-аппаратпа сывлакан пациентсем пирки итленĕ чухне çан-çурăм çÿçенчĕ. Тухтăрсем каласа кăтартнине куç умне кăлараттăм — чирлисене те, вĕсене сыватакансене те шеллеттĕм.

16 Утă, 2021

Чире вăй илтерес марччĕ

Паян «Контактра» соцсетьре вакцинаци ыйтăвĕпе тӳрĕ лини иртрĕ. Çынсен ыйтăвĕсене Алла Салаева вице-премьер, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Шупашкар хулин тĕп больницин тĕп врачĕ Татьяна Маркелова хуравларĕç.

16 Утă, 2021

Аксаковпа Моляков документсем тăратнă

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ эрнекун «Тĕрĕс Раççей — Патриотсем — Тĕрĕслĕхшĕн» партирен Чăваш Енри пĕр мандатлă округсенчен Патшалăх Думин депутатне суйланма Анатолий Аксаковпа Игорь Моляковран документсем йышăнчĕ.

16 Утă, 2021

«Вакцинациленни пĕлтерĕшлĕ»

Надежда ЩЕРБИГИНА, «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлет, дизайнер:

— Манăн юнри сахăр виçи, холестерин шайĕ пысăк. Коронавирус аптăратсан чирпе кĕрешме йывăр пулĕ тесе прививка тутарма шухăшларăм. Хамăра упрамаллах. Вакцинациленни сывлăхшăн усăллă. Паян пĕрремĕш прививка тутартăм, хама аванах туятăп. Вăхăт иртсен вакцинацин иккĕмĕш тапхăрĕ витĕр тухăп.

15 Утă, 2021

ЧЭСК кăтартусене «Контактра» та йышăнать

Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш энергосбыт компанийĕ электроэнергие шута илекен приборсен кăтартăвĕсене «Вконтакте» социаллă сеть урлă та йышăнма пуçланă.
Çапла тумашкăн потребительсен ЧЭСК страничкинче «Написать сообщение» тенине кăна пусмалла — чат-ботпа диалог пуçламалла. Чат-бот кăтартусене кашни уйăхăн 15-мĕш кунĕнчен пуçласа 25-мĕш кунĕччен йышăнать, — талăкĕпех, çав шутра — уяв тата кану кунĕсенче те. Çак тапхăрта потребительсем ытти мĕн пур ыйтăва пĕрлĕх стени çинче е постсен айĕнчи комментарисенче çырма пултараççĕ.

14 Утă, 2021

Хама лайăхах туятăп

Светлана ФЕДОТОВА, вĕрентекен, Шупашкарти 24-мĕш шкул:

- Паянхи кун республикăра халăха вакцинацилессипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Эпир, вĕрентекенсем, яланах ачасемпе, çавăнпа хамăр пирки çеç шухăшламалла мар. Эпĕ те коронавирусран прививка тутартăм, ăна çăмăллăнах тÿссе ирттертĕм, температура пулмарĕ. Халĕ хама аванах туятăп. Йăмăк та вакцинациленчĕ, вăл та хăйне лайăхах туять. Пурте пĕрле тăрăшсан чире çĕнтеретпĕрех. Сывлăхлă пулăр!

Pages