Николай Никольскин чăвашлăх аталанăвĕнчи тӳпи

19 Çу, 2021

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Васильевич Никольский çуралнăранпа 143 çул çитрĕ. Çавна май унăн çуралнă кунĕ умĕн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика кафедринче çавра сĕтел иртрĕ. Унта университет ĕçченĕсемпе студентсем, вĕрентекенсемпе шкул ачисем, хаçат ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Николай Никольский профессор чăваш халăхĕшĕн тунă ĕç калама çук пысăк. Çакна çавра сĕтеле хутшăнакансем те палăртрĕç. Журналистика кафедрин ертӳçи А.П. Данилов, «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕ Т.Г. Вашуркина, Чăваш Республикин журналистсен союзĕн председателĕ В.П. Комиссаров;  Г.В. Хораськина, А.М. Эшкерат, Л.А. Васильева доцентсем Николай Васильевич чăваш халăхĕн этнографи тата истори тĕпчевĕсемпе ĕçлени çинчен тата «Хыпар» хаçатăн паянхи сăн-сăпачĕ пирки сăмах пуçарчĕç. Глаголăн словарь формине шăпах вăл кĕртни, сăмахсар хатĕрленĕ чухне чиркӳ ĕçченĕсем пулăшни кăсăклантарчĕ чылайăшне.

Сăмах май, пултаруллă журналистсене ырми-канми ĕçĕ-хĕлĕшĕн наградăлама 2002 çулта Никольский премине йышăннă. Унăн пĕрремĕш лауреачĕ «Хыпар» хаçата нумай çул ертсе пынă Алексей Леонтьев пулнă, иккĕмĕшĕ — Константин Петров, виççĕмĕшĕ — Анатолий Данилов. Сумлă премие тивĕçекенсене çулленех палăртаççĕ.

www.hypar.ru Лариса Петрова сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментари хушас