Наци кросĕ старта чĕнет

14 Авăн, 2017

Пĕтĕм Раççейри чупу кăçал авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртĕ. 2004 çултанпа йĕркелекен массăллă ăмăртăва пирĕн республикăра пурăнакансем те хутшăнĕç.

ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков пĕлтернĕ тăрăх, чупу кашни районпа хуларах иртĕ. «Йăлана кĕнĕ тăрăх хăшпĕр ял тăрăхĕсенче те старта тухĕç. Ку енĕпе Елчĕк, Çĕрпÿ районĕсем малта. Пĕлтĕр старта 60 пин ытла çын тухнăччĕ, кăçал çак йыш пысăкланасса шанатпăр», — терĕ вăл. Ÿсĕме кура чупăва хутшăнакансем 1, 4, 6, 8, 12 километрлă дистанцисенче тупăшĕç.

Тĕп ăмăрту Шупашкарти залив хĕрринче Анне палăкĕ умĕнче иртĕ. Тĕп хула администрацийĕн физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕ Александр Малов пĕлтернĕ тăрăх — кроса хулара пурăнакан 15 пин çынна яхăн хутшăнĕ. Пĕтĕм Раççейри чупун тĕп судйи пулма кăçал РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерне Сергей Иванова çирĕплетнĕ.

Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ» чупу кунĕнче пирĕн республикăра тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем ирттерме палăртнă. Графикпе килĕшÿллĕн спорт керменĕсенче Сывлăхпа спорт кунĕ иртĕ. Çĕнĕ Шупашкарсем кивĕ автомобильсен куравĕпе паллашĕç, Çĕмĕрле район хаçачĕн эстафетине йышăнĕ, ача сачĕсенче хаваслă стартсем тата ытти йĕркелĕç.

 

Рубрика: 

Комментари хушас