Медиксен автопаркĕ çĕнелет

14 Раштав, 2020

Республикăри медучрежденисем валли çĕнĕ автомомашинăсем илсе килнĕ. Вĕсене туянма республика бюджетĕнчен 39,8 миллион тенкĕ уйăрнă.

Çĕнĕ техникăпа ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов паллашрĕç. «Ку автомашинăсем чир-чĕр алхаснă тапхăрта сывлăх сыхлавĕн тытăмне пысăк тĕрев кӳрĕç», — терĕ Олег Алексеевич.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, «Ларгус» тата «Нива» маркăллă машинăсенчен 36-шĕпе район-хулари больницăсене тивĕçтерĕç, 17-шне Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти медучрежденисене ăсатĕç. ЧР Пуçлăхĕ Вăрнарпа Патăрьел районĕсенчи больницăсен ертӳçисемпе видеоçыхăну урлă калаçрĕ. Тухтăрсем регион ертӳçине çĕнĕ техникăшăн тав турĕç. Сăмах май, çав кунах Олег Николаев çĕнĕ поликлиникăпа паллашрĕ, унта ĕçлекен тухтăрсемпе курса калаçрĕ.

Шупашкар хулин тĕп больницин тĕп врачĕ Татьяна Маркелова медучрежденин автопаркĕ пуянланнишĕн савăннине пытармарĕ. Вăл каланă тăрăх, автомашинăпа медиксем пациент патне çитсе килĕç, вĕсене эмелпе тивĕçтерĕç, чирлĕ çынсене больницăна илсе килĕç. Çĕнĕ автомобильпе уйрăмах водительсем кăмăллă. Акă «Нива» машина рулĕ умне хулан клиника центрĕн водителĕ Юрий Якимов та ларĕ. Вăл çĕнĕ машинăпа çӳреме лайăх тата яваплă пулнине палăртрĕ.

Кăçал медучрежденисем çĕнĕ 30 автомашинăпа, вĕсенчен 10-шĕ — реанимобильсем, пуянланнă. Хальхи вăхăтра медпулăшу паракан медучрежденисен автопаркĕнче 219 машина. Çак кунсенче РФ премьер-министрĕн хушăвĕпе Чăваш Ене васкавлă медпулăшăвăн 27 машинине туянмашкăн укçа-тенкĕ уйрăса пама йышăннă.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ӳкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас