Кристина МАЙНИНА: Ыйту пулсан ман пата çырăр

9 Нарăс, 2021

«Хыпар» издательство çурчĕн 115 çулхи юбилейĕпе çыхăннă тĕл пулусем малалла пыраççĕ. Нарăсăн 9-мĕшĕнче хаçат ĕçченĕсем патĕнче Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина тата унăн çумĕ Юлия Стройкова пулчĕç.

Кристина Андреевна тĕл пулу пуçланиччен «Хыпар» пурнăçĕпе кĕскен паллашма та ĕлкĕрнĕ. Кун пирки ăна издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина каласа кăтартнă.

Мĕн пăшăрхантарать «Хыпарçăсене»? Çакна тӳрех пĕлесшĕн пулчĕ министр. Корреспондентсен çеç мар, техника ĕçченĕсен те, водительсен те ыйтмалли тупăнчĕ. Сăмахран, хăш-пĕр районăн хаçатне «Хыпар» йышне кĕртсен коллективра мĕнле улшăнусем пулĕç? Çĕнĕ компьютерсем килĕç-и? Е тата хаçат-журнала районсене илсе çитересси канăç памасть. «Хыпар» издательство çурчĕн икĕ машина пур. Анчах пур кăларăма та вулакан патне вăхăтра çитерме ку сахалтарах. Çавăнпа инçе çула тухма машина тата кирлĕ. «Чăнах та, пирĕн те хаçатсенче республикăн аякри кĕтесĕнчи хыпарсене ытларах курас килет. Çавăнпа ку ыйтăва татса памаллах», — терĕ министр çумĕ Юлия Стройкова та. Кристина Андреевна «Хыпарçăсене» канăç паман ыйтусене туллин хуравларĕ. Медиахолдинг пирки калаçнă май вара лайăх кадрсене хакламалли çинчен каларĕ. Çав вăхăтрах журналистикăн çамрăк ăрăвне ӳстермеллине те пусăм турĕ. Ку ĕçре «Хыпар» издательство çурчĕ маттуррине асăрханă-ха вăл, анчах пĕччен тăрăшни сахаллине, республикăри ытти издательствосемпе пĕрле ĕçлемеллине палăртрĕ. «Хальлĕхе Чăваш Ене çамрăксен журналистикин регионĕ теме çук. Анчах юнашарти регионсене пăхсан ку вырăна никам та йышăнайман-ха, çавăнпа Чăваш Республикин ĕлкĕрме шанăç пур», — терĕ вăл.

Кристина Андреевнăна «Хыпар» ĕçченĕсем хальхи тивĕçĕнче ăнăçу сунчĕç. Çав вăхăтрах кунта мĕнле майпа килмелле пулнипе те кăсăкланчĕç.

«Маларах та сĕннĕччĕ, — терĕ министр. — Чăваш Республикине куçма иккĕмĕш хутчен сĕнсен ку ахаль мар пуль терĕм те килĕшрĕм».

Кристина Андреевна Чăваш Ене илемлĕ вырăнсемшĕн килĕштернĕ. Çавна май кунта журналистикăна аталантарма майсем пуррине асăрханă. Эппин, тăрăшса ĕçлесен пĕтĕмпех пулать.

Паллах, «Хыпар» ĕçченĕсене тата чылай япала канăç памасть. Ыйтусем çуралсан е сĕнмелли тупăнсан тӳрех хăйĕн патне шăнкăравлама е мессенджерта çырма каларĕ Кристина Андреевна.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта.

Комментари хушас